Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Елчĕк районĕнче Тускелте нумай функциллĕ центр хута янине халалласа ирттернĕ чаплă пулăма хутшăннă

 


Раштав уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Елчĕк районĕнче Тускелте нумай функциллĕ центр хута янине халалласа ирттернĕ чаплă пулăма хутшăннă.

Ялти культура керменне Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев 2015-мĕш çулта юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче алă пуснă  168№-лĕ Хушупа килĕшӳллĕн хута янă.  «Ялта пурăнакан халăх ыйтнипе культура çурчĕсене хута ярассипе ятарлă программа йышăнтăмăр. Мĕншĕн тесен, нумай ялсенче клубсем юрăхсăра тухнă тесен те йăнăш мар. Программăн пĕрремĕш тапхăрĕпе килĕшӳллĕн, пĕтĕмпе 25 çурт хăпартса лартма тĕллев лартнă. Паян вара, шăпах та пуçласа сирĕн ялта çĕнĕ кермен хута ятăмăр. Елчĕкре пурăнакансем вĕри чĕреллĕ, ĕçлеме юратакан халăх. Эсир ырă та пуçаруллă ĕçсем пурнăçлама яланах хатĕр. Ял тăрăхĕсенче çакăн йышши хальхи пурнăç таппипе килĕшсе тăракан клубсем уçни пархатарлă, усăллă», - тенĕ Михаил Игнатьев.

Сăмаха май, Раççей Культура министерстви 2017-мĕш çул валли  республикăри ялсенче вырнаçнă культура çурчĕсене тĕпрен юсаса илемлетме 33,8 млн тенкĕ пăхса хăварассине пĕлтернĕ. Çак укçа-тенкĕпе пĕтĕмпе регионти  ялсенче вырнаçнă 20 культура çуртне модернизацилеме тĕллев лартнине каланă. Кунсăр пуçне республикăна 60 млн тенкĕ федераци хыснинчен кинозалсем хута яма куçасси те паллă.

Паян хута кайнă объектăн строительство ĕçне республика бюджетĕнчен 9,295 млн тенкĕ тăкакланă.

 Палăртса хăвармалла, çӳлерех асăннă Хушупа килĕшӳллĕн, нумаях пулмасть, республикăра Çĕрпӳ районĕнче Михайловка ялĕнче те çĕнĕ культура çурчĕ хута кайнă. Çитес çулла Вăрмар районĕнче Энĕшпуç ялĕнче кермен çĕклесе лартма палăртнă.

Аса илтеретпĕр, 2008-мĕш çултан пуçласа республикăра ялти клубсене кулленех аталантарса пыраççĕ. Ял тăрăхĕсенче пурăнакансен пурнăç условийĕн шайĕ ӳссе пыни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Информаци технологийĕ вăй илсе пырать. Кăтартăва пăхас пулсан, 2010-2016-мĕш çулсенче 183 клуб çĕнетнĕ, 65-шне модернизациленĕ. Çак ĕçсене пурнăçлама республика бюджетĕнчен 157,0 млн ытла тăкакланă.

 Фоторепортаж



29 декабря 2016
16:58
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter