Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев чи лайăх ĕçлекенсене Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин патшалăх наградисене парса чысланă

 


Раштав уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев чи лайăх ĕçлекенсене тата професси тĕлĕшĕнчен пысăк çитĕнӳсемпе палăрнă 40 ытла специалиста,  Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин патшалăх наградисене парса чысланă.

 Торжествăлла мероприятине уçнă май, регион Ертӳçи çапла каланă: «Эсир Раççей, Чăваш Ен наци мăнаçлăхĕ, унăн илемĕ. Çитĕнекен ăрушăн ырă тĕслĕх пулса тăратăр. Сирĕнтен ыттисен вĕренсе пымалла. Эсир тăрăшса, хăвăра шанса панă ĕçе тулли кăмăлпа яланах пурнăçлатăр. Чăваш Ен ырлăхĕ, тăнăçлăхĕ сирĕнтен килет. Тавах Сире, тăван çĕршыва,  тăван тавралăха, ĕçе юратнăшăн», - тенĕ.

 Хисепе тивĕçнисем хушшинче: С.Н.Федоров ячĕллĕ «Микрохирургия глаза» Шупашкарти филиалĕн директор çумĕ Надежда Поздеева.

Чăваш Республикинче электротехника кластерĕ çирĕп аталаннă. Шупашкарти электроаппарат заводĕнче ĕçлекен слесарь-инструментальщик Юрий Маслов ятарлă çĕнĕ техника ăсталас ĕçре сахал мар ĕçленĕ, пысăк çитĕнӳсемпе палăрнăшăн ăна Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Хисеп грамотине парса тивĕçтернĕ.

 Чăваш Республикин аталанăвĕшĕн тата унăн ырлăхĕшĕн нумай çул хушши тӳрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумне – Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçине Юрий Васильева Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн орденпа чысланă.    «Пысăк яваплă ĕçсенче Юрий Егорович яланах хăйне шанса панă ĕçе яваплăха туйса тухăçлă ĕçлет. Ертӳçĕре те хăйне тăван тавралăхшăн, Чăваш Ен халăх ырлăхĕшĕн вăйне шеллемесĕр ырми-канми тăрăшать. Чăваш Республикинче общество-политика лару-тăрăвĕ тăнăçлă аталанса пытăр тесе сахал мар вăй хурать», - тенĕ регион Ертӳçи.

  Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина ертсе пынипе регионта çăмăлах мар экономика лару-тăрăвĕнче те, республика бюджечĕ шайлашуллă пулса пырать. Финанс енĕпе те çитĕнӳсем сахал мар республикăн. Ăна та Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн орденпа наградăланă.

 Чăваш Республикин ял хуçалăх министрне Сергей Артамонова Чăваш Республикин Хисеп грамотипе чысланă. Шупашкарти 56№-лĕ пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкул ертӳçине Светлана Коротковăна Чăваш Республикин Хисеп грамотипе, Вăрнарти аш-какай комбинатĕнче ĕçлекен зоотехник Валентина Романовăна Чăваш Республикин  тава тивĕçлĕ зоотехник ята  панă.  Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизатор ята Хĕрлĕ Чутайри «Нива» кооперативра ĕçлекен Михаил Зайцев тивĕçнĕ.  Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ ята Шупашкарти Ф.П.Павлов ячĕллĕ музыка училищинче ĕçлекен Татьяна Винокуровăна панă.

 Мероприятире ытти наградăсене те парса чысланă.  Михаил Игнатьев хисепе тивĕçнисене саламланă май, Чăваш Енĕн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри – инвестици явăçтарасси, пысăк технологиллĕ производствăсем хута ярасси, ĕç укçин шайне ӳстерсе пырасси тенĕ.

Фоторепортаж



30 декабря 2016
08:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter