Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççейри Ачасен хорĕн юрăçисемпе тĕл пулнă

 


Раштав уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти Ф.М.Лукин ячĕллĕ 5№-лĕ ача-пăчасен музыка шкулĕнче, «Соловушки» хорта хăйсен ăсталăхне туптакансемпе тĕл пулнă. Нумаях пулмасть, раштав уйăхĕн 27-мĕшĕнче çак ачасем авиакатастрофăра инкек тӳснисене асăнса йĕркеленĕ Патшалăх Кремльти керменĕнче концерт-реквиемне хутшăннă.

«Пирĕн ачасем маттур. Чăваш Енĕн хастар та пултаруллă ачисем, Раççейри мĕнпур регионсенчен пуçтарăннă Ачасен хорĕнче хăйсене кирлĕ пек кăтартса пама пултарчĕç. Çакă çав тери пысăк пулăм.  Хор ачасене те аслисене те пĕр чăмăра пухрĕ. Кашнин чĕри савăк кăмăлпа, чун-чĕре ăшшипе тулчĕ.  Шансах тăратăп, сирĕнтен хăшĕ те пулин тĕнчери тĕп сцена çинче юрлассине», - тесе каланă республика Пуçлăхĕ.  Сăмаха май, Михаил Игнатьев регионта ачасене аталанса пыма кирлĕ пе мĕнпур условисем йĕркелесе панине пĕлтернĕ.  Раççей шайĕнче, пирĕн республика ачасене хушма пĕлӳ парассин кăтартăвĕпе малти вырăнта тăрать.  Ашшĕ-амăшĕсен, вĕрентекенсен тӳпи те, паллах, питĕ пысăк пулнине палăртнă вăл.  Ачасем сахал мар Раççей шайĕнче çитĕнӳсемпе палăрнă. Михаил Игнатьев «Соловушки» ушкăнăн ертӳçине Александра Васильевăна тата çӳлерех асăннă шкулăн директорне Наталья Толокновăна Тав çырăвĕпе тата асăнмалăх парне парса чысланă.

   Александра Васильева регион Пуçлăхне, çакăн пек пысăк тимлĕх хăйсем патне уйăрнăшăн савăнса тав сăмахĕсем каланă, шкула пур енлĕн те пулăшу парса витĕм кӳнĕшĕн ырланă.

 Ачасем тĕлпулу вăхăтĕнче хăйсен шухăш-кăмăлĕ пирки каласа кăтартнă. «Эпир хорта пурте пĕрле хар тăрса пĕр чăмăра пухăнтăмăр. Инкек пулнине кура, мероприятийĕн программине, паллах улăштарнă. Пур-пĕрех, эпир хăвăрт юрăсене улăштарма ĕлкĕртĕмĕр. Хамăра тивĕçлипех кăтартса пама пултартăмăр», - тенĕ Анастасия Матрешкина.  Республика ертӳлĕхне ашшĕ-амăшĕсен, вĕрентекенсен ячĕпе сахал мар ăшă сăмахсем каланă пухăннисем çак паллă кун.  Малашне РФ регионĕсенчи Ачасен хорĕсене – Республика кунне халалласа иртекен тĕп мероприятине йыхравласси пирки калаçса йышăннă.

Фоторепортаж

 



30 декабря 2016
14:12
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter