Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, республикăри район тата хула администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе видеоканашлу ирттернĕ

 


Раштав уйăхĕн 3-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, республикăри район тата хула администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе видеоканашлу ирттернĕ. Кун йĕркинчи тĕп ыйтусенчен пĕри – Раççей Президенчĕ Владимир Путин Федераци Пухăвне янă çулленхи Çырăвĕ. «Президент лартнă тĕллевсем регионсен влаçĕсене, муниципалитетсене, бизнес пĕрлешӳсене, обществăлла организацисене тĕллевлĕн ĕçлеме хистет.

Хăш-пĕр ыйтусемпе эпир пĕрремĕш çул мар ĕнтĕ ĕçлетпĕр.  Кунсăр пуçне социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕнчи приоритетлă ыйтусем çине те пысăк тимлĕх уйăрнă. Çĕршыв Ертӳçи çитĕнӳсем пирки те тĕплĕн чарăнса тăнă. Пирĕн тĕллев – федераци уйăрнă пулăшусемпе туллин тата тухăçлă усă курасси.

  Пуçаруллă шухăшсемпе кулленех ыйтусем тăратмалла.  Проектсене те тĕплĕн хатĕрлемелле, унсăрăн федераци шайĕнче укçа-тенкĕ енчен пулăшу илме хĕн.  Çак ĕçсене паянах пурнăçлама тытăнмалла», - тенĕ Михаил Игнатьев. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев экономика кăтартăвĕсене ӳстерессипе, медицинăна аталантарассипе, пултаруллă ачасене витĕм кӳрессипе «çулсен карттине» йĕркелеме хушнă.  Кун йĕркинче ытларах çурт-йĕр ыйтăвне, пурăнма юрăхсăра тухнă çуртсенчен граждансене куçарасси çинчен  чарăнса тăнă, программăсем еплерех пурнăçа кĕрсе пыни пирки канашланă. Чăваш Республикин Строительство министрĕ пĕлтернĕ тăрăх,  кăçал строительство ӳсĕмĕ кăштах чакни сисĕнет.  Çакăн пек кăтартусен тĕп сăлтавĕ – халăх çурт-йĕр сахал туяннипе çыхăннă тесе палăртаççĕ.  Харпăр хăй пурăнмалли çуртсем те куçкĕретех сахалланса пынине асăннă. (2015 çулхипе илес пулсан 68,1 процентпа танлашать). Пурăнма юрăхсăра тухнă çуртсенчен халăха куçарса, лайăх хваттерсемпе тивĕçтерессипе йышăннă патшалăх программипе 2017-мĕш çулта авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне пĕтĕмпех вĕçне-хĕрне тухмаллине палăртнă регион Ертӳçи.  «ЖКХ реформăлама пулăшакан Фонд Чăваш Республикине 323 млн тенкĕлĕх пулăшу программăна вĕçлеме куçарса пама хатĕр.  Енчен те маларах укçа-тенкĕ ыйтăвĕ çивĕч тăнă пулсан, халĕ вара пачах та урăхла.  Указа пирĕн çитес çул авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне пĕтĕмпех туллин пурнăçламалла. Йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене вăхăтра татса памалла, халăхăн ун пирки пачах та пăшăрханмалла мар», - тенĕ Михаил Игнатьев.  «Калăпăр, хăш-пĕр муниципалитетсенче хатĕр çĕклесе лартнă çуртсем те пур, енчен те май пулсан, вĕсене те туянма пулать.  Ку енĕпе Мускав облаçĕнче питĕ лайăх ĕçлеççĕ. Вĕсен çитĕнĕвĕсем те пысăк. Саккунпа та килĕшӳллĕн кун пек йĕркепе ĕçлеме ирĕк.  Подрядчиксене шыраса  халран каймалла мар, проектсене те никампа та çирĕплетсе вăхăта тăсмалла мар.  Çав тери меллĕ», - тенĕ Михаил Игнатьев.  Çак канашлура, ертӳçĕсем нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕсемпе тивĕçтерессине, шывпа тата ăшăпа тивĕçтермелли объектсем пирки те çыхăннă ыйтусене тĕплĕн сӳтсе явнă.

Тĕплĕнрех



05 декабря 2016
09:50
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter