Республика Ертӳçи АЧС ыйту пирки оперативлă канашлу ирттернĕ

 


Раштав уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев оперативлă канашлу ирттернĕ. «Присурский» заповедник çывăхĕнче вилнĕ пилĕк кабан (хир сысни) тупса палăртнă.  Лаборатори анализне тунă хыççăн, пиллĕккĕшĕ те африкан чумипе вилнине çирĕплетнĕ. Чăваш Республикин çутçанталăк пурлăхĕпе экологи министерстви палăртнă тăрăх, Улатăр, Пăрачкав  районĕсенчи хăш-пĕр ялсене çирĕп асăрхава илме йышăннă.  Çынсене вăрмана çӳретме пăрахăçланă. Выльăх-чĕрлĕхне те тĕрĕслевсĕр вырăнтан вырăна куçармалла мар тесе йышăну туса хăварнă. «Хальхи вăхăтра асăннă ыйтупа ятарлă ушкăн ĕçлет.  Республикăри ветеринари служби кирлĕ пек мерăсем йышăннă. Кăлтăка вăхăтра сирсе яма кирлĕ пек мĕнпур условисем çителĕклĕ», - тесе каланă Чăваш Республикин çутçанталăк пурлăхĕпе экологи министрĕ Александр Коршунов.  Африкан чумипе çыхăннă ыйтăва республика Правительстви çирĕп тĕрĕслевре тытнине палăртнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.

 Аса илтеретпĕр, 2016 çулта çĕршыври 42 регионта пурĕ африкан чумипе чирлесе вилнĕ выльăх-чĕрлĕхе сахал мар тупнă, вĕсен шучĕ икçĕртен те иртсе кайнă.  Чăваш Ене ку тĕслĕх улттăмĕш. Маларахри пулнă тĕслĕхсене Улатăр тата Пăрачкав районĕсенче инкеке вăхăтра сирсе яма май килнĕ.  Халăхăн тăкакне те пĕтĕмпех саплаштарнă.  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев вăрманти чĕр-чунсене те çав тери хытă тĕрĕслесех тăмаллине пĕр хуччен çеç мар асăрхаттарнă.  Раштав уйăхĕн 3-мĕшĕнче Правительство членĕсемпе тата республикăри хула район администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе видеоканашлу ирттернĕ чухне те ыйту пирки сăмах пуçарнă, Шупашкарти лару-тăрăва уçăмлатма хушнă. «Тĕслĕхсем шыраса аякка каймалла мар. Шупашкар варринче тилĕсем куçкĕретех çӳреççĕ. Ку пачах та йĕркеллĕ мар.  Пирĕн вĕсем хăçан та пулин çынсем çине тапăнассине кĕтсе лармалла мар. Ку ыйтăва та çийĕнчех татса памалла», - тесе асăрхаттарнă ятарлă службăсене Михаил Игнатьев. Чăваш Енри ветеринари служби çынсене пурне те асăрхануллă пулма ыйтать, инкек сиксе тухсан, «хĕрӳ линине» 64-20-83 телефонпа шăнкăравласа пĕлтерме хушать. Тĕплĕнрех



05 декабря 2016
15:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter