Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра Экологи çулталăкне халалланă телемарафона хутшăннă

 


«Живая планета» Пĕтĕм тĕнчери экологи юхăмĕн йĕркелӳçисем Раççей Федерацийĕн Общество Палати, Раççей Федерацийĕн Çутçанталăк ресурсĕпе экологи министерстви.  «Чĕрĕ Планета» Пĕтĕм тĕнчери экологи юхăмĕн правлени председателĕ, РАЕН академикĕ, биологи наукисен докторĕ, Николай Драздов профессор палăртнă тăрăх, Экологи çулталăкне халалласа, федераци шайĕнче пуçласа пĕрремĕш экологи енĕпе обществăлла телевидени пуçарса ярассине асăннă. «Çакă пуриншĕн те уçă вырăн.  Çĕршыври мĕнпур халăх экологи енĕпе хăйсене хумхантаракан ыйтусем пирки каласа пама пултараççĕ. Шанатпăр, регионсем те хăйсен паха опычĕсем пирки телекуравçăсене пĕлтерессе. Эфира харпăр хăй йышăннă программăсене те хатĕрлесе тăратма пултарĕç.    Паян пире Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев регионта пурнăçа кĕнĕ хăш-пĕр проектсемпе паллаштарчĕ.   Ку çав тери паха та пуян опыт ыттисемшĕн», - тенĕ Николай Дроздов.  Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çутçанталăка упраса хăварас, экологи хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес, халăхсене валли сывă пурнăç йĕркине тытса пыма тĕрлĕ условисем йĕркелес ĕçсене республика Правительстви çав тери пысăк тимлĕх уйăрнине асăннă.   Регионта пурнăçа кĕнĕ виçĕ инвестицилле проект çĕршыв шайĕнче те çав тери паллă ĕçсем пулнине асăннă. Вĕсенчен пĕри усал каяшсене пухса тирпейлекен производство ТБО, Çĕнĕ Шупашкарти биологи сооруженийĕ тата Шупашкарти шыва тасатакан пысăк станци. «Çитĕнекен ăрăва  воспитани парас ĕçе те сахал мар тимлĕх уйăратпăр. Экологи енĕпе тĕрлĕ акцисем иртеççĕ. Вĕсенче шкул ачисем, студентсем тăтăшах хутшăнаççĕ. Çак ĕçсене йĕркелеме пысăк укçа та кирлĕ мар. Кунта пуçарулăх тени тĕп вырăнта пулмалла.  Эпĕ, республикăра пурăнакансене пурне те çак ĕçсене хутшăннăшăн пысăк тав сăмахĕсем калатăп.  Сывă экологи социаллă политикăн тĕп çăлкуçĕ. Чăваш Ен Правительствин приорителă ĕçĕсенчен пĕри пулса тăрать», - тенĕ сăмаха пĕтĕмлетсе Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. 

 Тĕплĕнрех



06 декабря 2016
19:43
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter