Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн ларăвĕн ĕçне хутшăннă

 Раштав уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн ларăвĕн ĕçне хутшăннă.  Чăваш Республикин 2016-мĕш çул валли пăхса хăварнă республика бюджечĕ çинчен калакан саккуна çĕнĕлĕх кĕртмелли проекта йышăннă. Çакăн пекех депутатсем Пухăвăн иккĕмĕш вулавĕпе  2017-мĕш çулхи тата планпа пăхнă 2018 тата 2019-мĕш çулсем валли йышăннă саккуна та тишкернĕ, йышăннă.  2016-мĕш çул валли йышăннă бюджета кĕртнĕ çĕнĕлĕхсем хыççăн, тупăшпа тăкак пайĕ пĕтĕмĕшле 282,2 млн тенкĕлĕх ӳсет, çакă каялла тавăрса памалли мар укçа-тенкĕне пула хăпарнă.   Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ  финанс министрĕ Светлана Енилина бюджетри хушма укçа-тенкĕ сывлăх сыхлавне аталантарса пырас ĕçе куçнине палăртнă.  Калăпăр, 195,9 млн тенкĕ укçапа сывлăх сыхлавĕн 9№-лĕ учрежденине тĕпрен юсав ĕçне йĕркелеме, льготăллă граждансене тĕрлĕ эмелсемпе тивĕçтерме тата медицина валли хатĕрсем туянма  палăртса хунă.  2016 çулăн республика хыснине çĕнĕлĕхсем кĕртнĕ хыççăн, унăн тупăш пайĕ 41266,7 млн тенкĕпе танлашнă (2015 çулхипе илсен 11,2 процент пысăкрах.  Бюджетăн инвестици тăкакĕ 6,3 млрд, 2015 çулхипе пăхас пулсан 22,6 процент ӳснĕ.  2017-мĕш çул валли йышăнса хăварнă республика бюджечĕн тупăш пайĕ 35133,9 млн, тăкак пайĕ – 35058,8 млн тенкĕ пулĕ. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина хăйĕн сăмахĕнче, республика Правительстви хăй çине илнĕ пур ĕçе те туллин пурнăçлама палăртнине, халăхăн социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтăвĕсене пĕтĕмпех татма тĕллев лартнине асăннă.     Калăпăр, тĕслĕхрен, 2017 çулта вĕрентӳ пайне  - 10295,3 млн тенкĕ уйăрнă, вăл мĕнпур бюджетран пĕрре виççĕмĕш пайĕ шутланать. Çитес çул валли палăртса хунă ĕçсем: Шупашкарти кадетсен шкулне тĕпрен хута ярасси, Сĕнтĕрвăрринчи 1№-лĕ гимназине реконструкцилесси, «Садовый» микрорайонта ача садне хута ярасси.  Сывлăх сыхлавĕн пайне аталантарма республика хыснине 2017 çул валли пурĕ 1677,7 млн пăхса хăварнă. ФАПсем хута ярас ĕç малалла та пурнăçланса пырĕ.  Шупашкарти нумай профиллĕ тĕп больницăна та çĕклесе лартма палăртнă.   Çул-йĕр ĕçне пурнăçлама та сахал мар укçа-тенкĕ пăхса хăварнă. «Пирĕн регионта вак тата вăтам предпринимательлĕхе аталантарса вăй илтерсе пыма патшалăх енчен пулăшусем парас ĕç те кирлĕ пек пулса пырать, Раççейри ытти субъектсенче çак ĕç питĕ кăтартуллах мар тесен те йăнăш мар. Республикăра монохуласем те активлă аталанаççĕ.  Канашра инфратытăма вăй илтерме, çав шутрах Индустри  паркне çĕклесе лартма 294 млн куçарма палăртнă,  çакă хулара пысăк технологиллĕ производствăсене хута яма пулăшĕ», - тенĕ Светлана Енилина.  «Саккун проекчĕсем пĕтĕмпех республикăра пурăнакансемшĕн çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ. Чи пахи вара, социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене пĕтĕмпех татса пани, çакă çынсене ыранхи куна ĕненсе пурăнма шанăç парать», - тенĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче. Кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусемпе депутатсем хăйсен шухăшĕсене пĕлтернĕ.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Владимир Викторов  çапла каланă: «Çитес виçĕ çул валли пăхса хăварнă республика бюджечĕ социаллă пĕлтерĕшлĕ.  Вĕрентӳпе сывлăх сыхлавĕсен пайĕсене сахал мар укçа-тенкĕ уйăрнă. «Садовый» микрорайонта ача сачĕ пуласси те куçкĕретех.  Правительство, инвесторсенчен хута кайнă ача сачĕсене туянма ирĕк панă. Ку вара кĕске вăхăтрах асăннă ыйтусене татса пама пулăшать», - тесе хăйĕн шухăшне пĕлтернĕ. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Инна Исаева социаллă программăсене пурнăçа кĕртме кирлĕ пек шайра укçа-тенкĕ йышăнса хăварнине асăннă,  çакăн пек çăмăлах мар лару-тăру вăхăтĕнче те социаллă сферăра тăрăшакансем валли сахал мар пулăшу уйăрнине палăртнă.  Пахалăхлă вĕрентӳ пайне упраса хăвармалла, ăста вĕрентекенсене, пысăк тавра курăмлă учительсене республика Правительстви малашне те тĕрлĕ пулăшусемпе тивĕçтерсе пырассине сыхласа хăварни вара çав тери кăмăла уçать тесе каланă хăй шухăшне Инна Исаева.



06 декабря 2016
09:16
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter