Тĕрĕслевпе шутлав палатин председателĕпе Светлана Аристовăпа регион Ертӳçи Михаил Игнатьев ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

 


Аса илтерсе хăваратпăр, регион Ертӳçин сĕнĕвне шута илсе, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Тĕрĕслевпе шутлав палатин председателĕн должноçĕнче ĕçлеме кандидата йышăнса хăварнă. Михаил Игнатьев Светлана Аристовăна Тĕрĕслевпе шутлав палатин никама  пăхăнман орган ĕçĕнче тухăçлă ĕçлеме, республика бюджетĕнчен куçакан укçа-тенкипе тухăçлă усă курнипе курманнине çирĕп тĕрĕслевре тытма сĕннĕ. Асăннă служба хальхи вăхăтра 2017-мĕш çул валли ĕç планне йĕркелессипе ĕçлет. 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ объектсене тĕрĕслеме тăратнă ултă сĕнĕве шута илнине, çулталăкра вĕсене йĕркелесе ирттерме  плана кĕртсе хăварассине пĕлтернĕ ТШП председателĕ.  Светлана Аристова хăйне шаннăшăн, Михаил Игнатьева тав тунă. «Тĕрĕслĕхе тӳрре кăларассишĕн тăрăшăпăр. Хамăрăн ума лартнă тĕллевсене туллин пурнăçлама палăртатпăр.  Республикăра бюджет укçи-тенкипе тухăçлă тата тĕрĕс пĕлсе усă курччĕр тесе ĕçлĕпĕр», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăсса. ТШП председателĕ регион Ертӳçине тĕрĕслевпе аналитика мероприятийĕсен ĕç кăтартăвĕпе паллаштарнă. 2015 çулта тĕрĕслев хыççăн пĕтĕмпе республика хыснине 4,1 млн тенкĕ куçарса пама май килнине асăннă.  Тĕплĕнрех



07 декабря 2016
14:44
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter