РФ Президенчĕн Атăлçи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич, Атăлçи тăрăхне кĕрекен тĕп редакторсене ĕçлĕ тĕлпулăва пухнă

Раштав уйăхĕн 6-мĕшĕнче РФ Президенчĕн Атăлçи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ  Михаил Бабич, Атăлçи тăрăхне кĕрекен тĕп редакторсене ĕçлĕ тĕлпулăва пухнă. Паллă пулăмра Чăваш Республикинчен «Грани» хаçатăн тĕп редакторĕ Наталия Колыванова, ГТРК «Чувашия» директорĕ Екатерина Канюка тата «Хыпар» хаçатăн тĕп редактор çумĕ Дмитрий Моисеев пулнă.  Массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекен ертӳçĕсемпе Михаил Бабич социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсене тишкерсе тухнă. Общество-политика лару-тăрăвĕ пирки те тĕплĕн сӳтсе явнă.  Михаил Бабич хăйĕн сăмахĕнче, влаçăн приоритетлă ыйтăвĕсем – нацисем хушшинчи çыхăнăва упрасси, коррупцине, террора хирĕç кĕрешесси пулнине палăртнă. Вăл Чăваш Республикине тĕслĕх вырăнне илсе кăтартнă. Коррупцине хирĕç кĕрешес ĕç питĕ çӳллĕ шайра пулнине, тĕслĕхсем те сахал мар тупнине асăннă. Кăтарту та çук мар – çулталăк пуçланнăранпа асăннă ыйтупа  ӳсĕм 10 хут нумайланнине каланă. Полномочиллĕ представитель уйрăмах халăха ĕç укçипе вăхăтра тивĕçтерес ыйту та кун йĕркинче çивĕч тăнине каланă. ЖКХ пирки, «Мускав – Хусан» пысăк хăвăртлăхпа çӳретме май паракан магистраль проектне 2021-мĕш çулта пурнăçа кĕртсе пĕтерме тĕллев лартнине асăннă. Инвестици илĕртӳллĕхĕн  ĕç кăтартăвĕпе те пирĕн регион малтисен шутĕнче, Тутарстан Республикипе Чăваш Республикине ыттисемшĕн тĕслĕх тесе каланă. «Çакăн пек тĕлпулусем йĕркелени, регионсенче йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене вăхăтра татса пама пулăшать, çитĕнӳсене те палăртма меллĕ. Патшалăх программисемпе ĕçлессипе пирĕн Атăлçи округĕ ыттисем хушшинче миçемĕш вырăн йышăнни, Чăваш Республики кӳршĕллĕ регионсемпе танлаштарсан мĕнле ĕçлени çинчен те пĕлме питĕ кăсăклă.  Çав тери паха, Михаил Бабич коррупцине хирĕç кĕрешессипе Чăваш Республикин ĕç кăтартăвĕ лайăх пулнине, ыттисемшĕн те тĕслĕх тесе уйрăммăн палăртнине илтме. Республика инвестици илĕртӳллĕхĕн ĕç кăтартăвĕсемпе те малисен шутĕнче.  ТБО проект вара хăйне евĕр пысăк ĕç», - тесе пĕлтернĕ хăй шухăшне ГТРК «Чувашия» директорĕ Екатерина Канюка.  



07 декабря 2016
10:49
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter