Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев: "Пирĕн инвестици проекчĕсем федераци шайĕнче те кăсăклă"

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев  ĕç тăвакан влаç органĕсен ертӳçисемпе  ĕçлĕ канашлу ирттернĕ. Мускавра иртнĕ тĕлпулусем пирки тĕплĕн чарăнса тăнă.  Çитес çула Экологи çулталăкĕ тесе пăхса хăварнă, ăна халалласа Мускавра пĕрремĕш хут телемарафон иртнине пĕлтернĕ. Патшалăх наци политикин тĕп тĕллевĕсенчен пĕри – экологи хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтересси пулнине асăннă Михаил Игнатьев, наци пуçарăвĕ тесе хакланине палăртнă. «Раççей Правительствине, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думине, Раççейĕн Общество палатине Чăваш Республикинче экологи енĕпе пурнăçа кĕнĕ проектсем кăсăклă. Пĕр сăмахпа калас пулсан – пирĕн паха ĕç опычĕ федераци центрĕшĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ», - тесе каланă Михаил Игнатьев.  Сăмаха май, ТБО объекчĕн иккĕмĕш пайне хăпартса лартма  укçа-тенкĕ пирки федераци тытăмĕпе калаçса килĕшнине пĕлтернĕ. 

Пĕтĕм Раççейри халăх фрончĕн  экологи ыйтăвĕсемпе ĕçлекен эксперт  Людмила Варфоломеева хăйĕн сăмахĕнче, Чăваш Республикинче хута кайнă ТБО Раççейĕпе те чи чаплă, экологи енчен те пур шая тивĕçтернине асăннă.  «Çĕршывĕпе те кун пек объект урăх çук. Чăваш Республикин паха опытне ытти субъектсенче ĕçе кĕртме тĕллев лартнă. Усал каяшсене вăхăтра тирпейлесе тасатма ирĕк паракан пĕртен-пĕр пысăк технологиллĕ производство», - тенĕ Людмила Варфоломеева.

Сăмаха май, Михаил  Игнатьев тепĕр хут ТБО илсе пымалли тариф хакĕ вунă хут ӳсменнине, кун пирки нимĕнле тĕлли-паллисĕр калаçу та пулмалла маррине çирĕп асăрхаттарса каланă. Чăваш Республикин Конкуренци политикипе тарифсен патшалăх служби пĕлтернĕ тăрăх,  пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшусемпе усă курнăшăн тӳлемелли пĕтĕмĕшле хак 1,5 процент çеç ӳсет, ку çав тери пĕчĕк виçе.  Канашлу вăхăтĕнче Михаил Игнатьев африкан чуми пирки те сăмах хускатнă. Çак чирпе чирлесе вилнĕ хир сыснисене икĕ эрне хыççăн тин тупса палăртнă. «Заповедникра ĕçлекенсем ку хыпара пĕлнĕ пулĕ-ха, анчах та шарламанни вара куçкĕретех.  Кун пек киревсĕрлĕх питĕ пысăк йывăрлăх кăларса тăратма та пултарнă-çке-ха», - тесе каланă республика Пуçлăхĕ. Яваплăха туйса ĕçлеменнисене тупса палăртмаллине, кирлĕ пулсан ĕçрен те хăтармаллине çирĕп асăрхаттарнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.      



07 декабря 2016
13:48
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter