Михаил Игнатьев Шупашкарти 5№-лĕ гимназире 7 класра вĕренекен Глеб Статкевичпа тĕлпулу ирттернĕ

 


Паянхи тĕлпулу пирки ача хăй шухăшланă. Çамрăка кĕçех Чăваш Енре ачасен технопаркĕ уçăлать текен хыпар савăнтарнă. Унăн çакăн пирки тĕплĕнрех Чăваш Республикин Пуçлăхĕнчен хăйĕнчен ыйтса пĕлес килнĕ. Михаил Игнатьев Глеб Статкевич ыйтăвĕсене хуравланă май, ачасене инновацилле вĕрентме май паракан ятарлă вырăнсем хута ярассипе, Чăваш Республики çĕршыври 17 регион шутне кĕнине асăннă.  «Кванториум» Технопарк  Шупашкарта Ачасемпе çамрăксен пултарулăх керменĕ çумĕнче уçăлассине палăртнă.  Çак асăннă шкула 5-11-мĕш классенче вĕренекенсем çӳреме пултараççĕ.  Ачасем пĕлӳ илме çитес çултан тытăнĕç. «Çакă пысăк мастерской пулать.  Глеб эсĕ те, санăн çулти ачасем те пурте пысăк  технологисене ăша хывса, çĕнĕрен те çĕнĕ пуçаруллă ĕçсем пурнăçа кĕртсе пыма вĕренме пултарĕç.

  Технопарк хута яни – çитĕнекен яш-кĕрĕме техникăна юратма, шкултан вĕренсе тухсан та, вĕсем малашнехи пурнăçра вĕсемпе анлăрах усă курма,  вĕренсе пĕлӳ пухма пултарччĕр тесе тăрăшатпăр», - тенĕ Михаил Игнатьев.    Сăмаха май, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Глебран шкулта кăмăла каякан уроксем пирки, хăш предмета ытларах юратнине ыйтса пĕлнĕ. Ача нумай вăхăт шухăшласа тăман, тӳрех физика, алгебра тата геометри тенĕ.   Михаил Игнатьев çамрăка çакăн пек пуçаруллă пулнăшăн ырланă, вĕренӳре, пурнăçра ăнăçусем суннă.

Палăртса хăваратпăр, ачасен технопаркĕнче ултă направлени пулать. Вĕсем: аэроквантум, робоквантум, IT-квантум, наноквантум, энерджиквантум, биоквантум. Тĕплĕнрех



07 декабря 2016
15:53
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter