«Республика бюджетĕнчи кашни виççĕмĕш тенкине вĕрентӳ пайне уйăратпăр», - тенĕ Михаил Игнатьев

Паян республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Вĕренӳ тата çамрăксен политикин министерствин анлă ларăвне хутшăннă. «Кун йĕркинчи тĕп ыйтусенчен пĕри – пысăк технологипе усă курма пĕлекен специалистсем ытларах кирлĕ паянхи экономикăна. Кун пирки РФ Президенчĕ Владимир Путин çулленех Федераци Канашне янă Çырăвĕнче те çирĕп асăнса хăварнă. Калас пулсан, çак палăртнă ыйтупа Чăваш Енре пĕрремĕш çул мар ĕçлетпĕр. Регионта шкулта вĕренекенсем хăйсен пĕлĕвне тĕрлĕ енлĕн туптаса пыччĕр тесе, пĕтĕмпех мĕнпур условисене йĕркеленĕ», - тенĕ Михаил Игнатьев.   Сăмаха май, вĕрентӳ пайне республика хыснинчен кашни çулах сахал мар укçа-тенкĕ пăхса хăварнине асăннă. Аслă тата вăтам пĕлӳ паракан учрежденисенче вĕрентӳ хатĕрĕсем пĕтĕмпех хальхи пурнăç таппипе килĕшсе тăраççĕ.  Ачасен технопаркне йĕркелесси те хĕрӳ пырать. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче инженерсен центрне хута яма тĕллев лартнă. Шупашкарти электромеханика колледжĕнче регионсем хушшинчи центр пуласси те паллă. Чăваш Ен WorldSkills юхăмне те çирĕп кĕрсе пырать. Хальхи вăхăтра яш-кĕрĕмсем хушшинче «Çамрăк профессионалсем» уçă чемпионат иртет.

Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Юрий Исаев хăйĕн сăмахĕнче, регионти техникумсемпе колледжсене тĕпрен çĕнетсе улăштарма миллиардшар çурă укçа тăкакланине палăртнă. Пине яхăн тĕрлĕ вĕрентӳ хатĕрĕсене туяннине каланă. Вăтам професси пĕлĕвне илме кăмăл тăвакансем ытларах Патăрьелĕнчен, Вăрнартан, Канашран, Муркашран тата Шупашкар районĕсенчен пулнине асăннă. «Чăваш Енре паха специалистсене вĕрентсе кăларма пур условисем те пур. Пуласлăхра вĕсем регионăн, çĕршывăн экономикине аталантарма витĕм кӳресси те куçкĕретех», - тенĕ Михаил Игнатьев. Йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем те халлĕхе пур-ха.  Вĕсенчен пĕри – районсене специалистсемпе тивĕçтересси.  Юрий Исаев техникума вĕренме кĕрес текенсемшĕн йывăрлăхсем пачах та пулманнине асăннă. Анчах та вĕсене специалистсем пулма хатĕрлесе кăларнă хыççăн, тăван ялсене тавăрасси чăн-чăн йывăрлăх кăларса тăратнине пĕлтернĕ.

   И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн ректорĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Иванов хăйĕн сăмахĕнче çитес çулта вĕсем регионти муниципалитетсемпе тачă çыхăнса ĕçлеме палăртнине, тĕллевлĕ майпа специалистсене хатĕрлесе тăван ялсене каялла тавăрасси пирки ыйтупа çивĕчрех ĕçлеме палăртнине каланă. Михаил Игнатьев учительсем хатĕрлесе кăларакан аслă шкулсемпе республикăри районсемпе хуласене анлăрах çыхăну тытса ĕçлесе пыма хушнă.

 Вĕрентӳ пахалăхĕн шайĕ те кун йĕркинчех. Кун пирки Шупашкарти электромеханика колледжĕн директорĕ Алексей Судленков çапла каланă: «Вĕрентекенĕн час-часах предприятийĕнче пулмалла, унта шăпах та квалификацине ӳстерме  те меллĕ. Хыççăн студентсене те тарăн пĕлӳпе тивĕçтерме пулать. Çак ĕçе кулленех пурнăçа кĕртсе пырассишĕн тăрăшмалла», - тенĕ вăл.

  Аса илтеретпĕр, Чăваш Енри вĕрентӳ пайĕн шайне пысăк тесе  РФ вĕренӳ Министрĕ Ольга Васильева, республикăна авăн уйăхĕн 13-мĕшĕнче ĕçлĕ визитпа пулнă чух, çирĕплетсе хăварнă, çĕршыври ытти субъектсемшĕн, Чăваш Республики тĕслĕх вырăнĕнче тесе хакланă.  Тĕплĕнрех



08 декабря 2016
17:17
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter