Регионти право йĕркине пăсасран асăрхаттаракан комиссийĕн ларăвĕ иртнĕ

 Раштав уйăхĕн 8-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçи регионти право йĕркине пăсасран асăрхаттаракан комиссийĕн ларăвне ирттернĕ.  Кун йĕркинчи тĕп ыйтусенчен пĕри – халăх дружинисен ĕç-хĕлне тишкересси пулнă. Паянхи куна Чăваш Республикинче пурĕ халăх дружинисем 26 шутланаççĕ, вĕсенче 407 çын тăрăшать.  Кăçал 11 уйăх хушшинче халăх дружинисем пурĕ 3,5 пин йĕрке пăснă тĕслĕхе тупса палăртнă, вĕсене административлă майпа явап тыттарма ĕç хучĕсене хатĕрлесе тăратнă.  Палăртса хăваратпăр, республикăри нумай районсемпе хуласенче халăх дружинисенче тăрăшакансене шалу укçипе те тивĕçтереççĕ.  Пĕр сехет хушши йĕрке пăсассинчен хурал тăнăшăн вĕсене 30 тенкĕрен пуçласа 100 тенкĕ таран тӳлеме йышăннă. Кашни муниципалитетра шалу укçипе тивĕçтермелли шай хăйне евĕр. Май килнĕ таран хăшĕсем транспортпа çӳренĕ тăкака та саплаштараççĕ, пĕр хуччен пулăшупа та тивĕçтереççĕ.  Çав вăхăтрах каласа хăвармалла, хăш-пĕр районсемпе хуласенче йĕрке çирĕп пулса пыманни те сисĕнет. Бюджетра хывса хăварнă укçа-тенкĕпе туллин усă курманни те куçкĕретех. «Халăх дружинисен тĕп тĕллевĕ – йĕрке пăсассинчен сыхă тăрасси.  Енчен те муниципалитетсенче çак асăннă ыйтупа кирлĕ пек шайра ĕçлесе пыччĕр тесессĕн, пурин те пĕр пек çирĕп стандарт пулмалла.  Тавах тенĕ сăмахсемшĕн çеç, паллах, паянхи пурнăç таппинче никамăн та ĕçлес килмест. Муниципалитетсен бюджетĕнче укçа-тенкĕне пăхса хăварнă, анчах та вĕсемпе хăшĕ-пĕрисем çаплах пĕрре те усă курманни шухăша ярать, ыйту кăларса тăратать», - тенĕ Юрий Васильев.  Ларăва пухăннисем право хуралĕн органĕсенче, ĕç тăвакан влаç органĕсенче, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче профилактика енĕпе ĕçленĕ кăçалхи çулăн кăтартăвĕсене итленĕ, 2017-мĕш çул валли тĕллевсене палăртнă.  Чăваш Енри ШĔМ обществăра йĕркепе тивĕçтерессипе ĕçлекен пай пуçлăхĕн çумĕ Валерий Жуковец хăйĕн сăмахĕнче çапла палăртнă: «Профилактика ĕçне кулленех ирттерни, йĕрке пăснă тĕслĕхсен шутне 12,4 процента çити чакарма май пачĕ», - тенĕ вăл.  Ытти майпа йĕрке пăснă тĕслĕхсем те сахалланса пынине асăннă. Çав вăхăтрах, ӳсĕрле çынсем йĕрке пăснă тĕслĕхсен шучĕ хăпарнине палăртнă.

 Ачасен сывлăхне çирĕплетме май паракан кану вырăнĕсенче асăрхану хатĕрĕсене комплекслă вырнаçтармаллине каланă ертӳçĕсем.  Ачасен сывлăхне çирĕплетме май паракан лагерьсен ертӳçисем çак асăннă ыйту çине çителĕксĕр тимлĕх уйăрни сисĕнет.  Кун пирки Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçи Юрий Васильев çирĕп асăрхаттарса хăварнă.

  Тĕплĕнрех



08 декабря 2016
16:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter