Чăваш Енĕн Тĕп суйлав комиссийĕн председательне Александр Цветков суйланнă

 


Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тин çеç çĕнĕрен суйланнă Тĕп суйлав комиссийĕн пĕрремĕш ларăвĕн ĕçне хутшăннă.

Раççей Федерацийĕн Тĕп суйлав комиссийĕн представителĕ Антон Лопатин Тĕп суйлав комиссийĕн членĕсене юлашки пиллĕк çул хушшинче тухăçлă ĕçленĕшĕн тав тунă. «Чăваш Республикин Тĕп суйлав комиссийĕ лайăххисен шутĕнче.  Çак комиссине эпир ыттисем умĕнче яланах тĕслĕх вырăнне илсе кăтартнă, малашне те çавăн пекех пулĕ», - тенĕ вăл хăйĕн сăмахĕнче.

Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева  тĕрлĕ политика партийĕсемпе, обществăпа ăнланса пĕр-пĕринпе тухăçлă ĕçленĕшĕн уйрăммăн тав тунă.  Республика Ертӳçи Чăваш Республикин Тĕп суйлав комиссийĕн членĕсене  саккунсене пăхăнса лайăх ĕçленĕшĕн ырланă: «Эсир хăвăра шанса панă ĕçе яваплăха туйса таса чунпа ĕçлетĕр.  2011-2016-мĕш çулсенче иртнĕ суйлавсене  РФ, Чăваш Республикин суйлав пирки калакан саккунсене çирĕп пăхăнса пысăк шайра ирттертĕр.  Патшалăхăн, обществăн, суйлавçăсен  интересĕсене уçăмлăнах хӳтĕлерĕр. Пур ыйтăва та туллин тата вăхăтра татса патăр», - тенĕ Михаил Игнатьев.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ хăйĕн сăмахĕнче çапла каланă: «Тин çеç çĕнĕрен Тĕп суйлав комиссине суйланнă çынсем малашне те тухăçлă ĕçлĕç, 2018 çулта Раççей Пуçлăхне суйлас тапхăр та кирлĕ пек ăнăçлă иртсе кайĕ», - тенĕ. Канашлура Чăваш Енĕн Тĕп суйлав комиссийĕн председательне Александр Цветкова суйланă, унсăр пуçне унăн çумне те суйласа хăварнă. Чăваш Енри Тĕп суйлав комиссийĕнче 12 пайташ пулать. Тĕплĕнрех



08 декабря 2016
09:34
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter