Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Раççей Перекет банкĕ» ПАО Атăл-Вятка банкĕн председателĕпе – вице-президенчĕпе ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Республика Пуçлăхĕ Раççей Перекет банкĕн ертӳлĕхне регионта тухăçлă ĕçленĕшĕн ырласа тав сăмахĕсем каланă, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕпе «Раççей Перекет банкĕ» ПАО хушшинче пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçлемелли ĕç хутне йышăннă хыççăн тата та ӳсĕмпе палăрнине асăннă.   Тĕп çул-йĕрсем шутне кĕнĕ инвестици проекчĕсем, вак тата вăтам предпринимательлĕх пайне аталантарасси, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха вăй илтерме кредитсем уйăрни те çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине асăннă.  Петр Колтыпин Чăваш Ен Правительствипе Раççей Перекет банкĕ яланах уçăмлă ĕçленине асăннă.   «Тĕлпулусем ирттернĕ вăхăтра йышăннă ĕçсем яланах çийĕнчех пурнăçа кĕреççĕ. Предпринимательлĕхе, микробизнеса, АПК аталантарассипе тачă çыхăну тытса ĕçлетпĕр», - тенĕ хăйĕн сăмахĕнче Петр Колтыпин.   Республика ертӳлĕхĕпе банк хушшинче конструктивлă уçă калаçу яланах пулнине асăннă. Калăпăр, иртнĕ тĕлпулусенче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ипотека кредичĕсене илнĕ чухне каялла тавăрса памалли пай проценчĕ пысăк пулни пирки сăмах хускатнăччĕ.   Хальхи вăхăтра ыйтăва татса та панă. Регионта предпринимательсем кредитсем çăмăллатнă мелсемпе илме пуçланă. Вак тата вăтам предпринимательлĕхе аталантарма пулăшакан федераци корпорацийĕ витĕмлĕхĕпе, регионта пысăк çичĕ проект пурнăçа кĕрĕ. Предпринимательсем кредитсем илеççĕ, проценчĕсене тӳлеме Корпораци субсиди парса тивĕçтерме шантарнă. Тĕлпулу ирттернĕ хыççăн, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе канашлу иртнĕ. Банк ертӳçипе вĕренӳ пайĕнче, социаллă сферăра хăш-пĕр проектсене пурнăçа кĕртесси пирки сăмахланă.  Раççей Президенчĕ хăйĕн Çырăвĕнче те  çак асăннă ыйтупа тухăçлă ĕçлеме çирĕп тĕллевсем лартнине аса илнĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.   «Хальхи вăхăтра Чăваш Республикинче пысăк пĕлтерĕшлĕ проектсем пурнăçа кĕреççĕ, вĕсен пĕтĕмĕшле хакĕ çур миллиард, питĕ кăсăклă, регион яланах ĕçлеме хатĕр», - тенĕ Михаил Игнатьев.   Тĕплĕнрех



09 декабря 2016
15:13
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter