Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Конституци кунӗ ячӗпе саламлани

Хаклӑ ентешӗмӗрсем!

Сире Раҫҫей Федерацийӗн Конституци кунӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!  

Ҫӗршывӑн пӗтӗм право тытӑмӗн ҫирӗп никӗсӗ пулнӑ май Раҫ­ҫей Кон­­ституцийӗ патшалӑх йӗркине ҫирӗплетес ӗҫре тӗп  вы­рӑн йы­шӑнса тӑрать, этемӗн гражданла тата экономикӑри ирӗклӗхӗ­се­­­­не шан­чӑк­­­лӑн тивӗҫтерет.         

Конституцире палӑртса хӑварнӑ демократи никӗсӗсене тӗреклетсе пыни тата ҫӗршыв ертӳҫисен тӗплӗн шухӑшласа палӑртнӑ политики пи­рӗн юрат­­нӑ Раҫҫее тӗн­че­ри ҫӗршывсен пӗрлӗхӗнчи тата тӗнче политикин­чи хӑ­­­­йӗн вырӑнне палӑр­мал­­лах ҫирӗплетме май пачӗҫ.    

Раҫҫейри гражданла право обществин малашнехи аталанӑвӗ каш­ниех хӑйӗн ӗҫӗ­­­семпе сӑмахӗсемшӗн пысӑк яваплӑ пулнине ӑн­лан­са илни­н­­­чен, ҫӗр­шы­вӑн стратегилле тӗллевӗ­сене пурнӑҫлама тата об­щес­т­­­­­­вӑри кашни ҫыннах телейлӗ тума палӑртакан парха­тарлӑ тӗл­­лев ячӗпе граждансем пӗр-пӗрне ӑнланма тата ҫураҫуллӑ пулма тӑрӑш­нин­­чен килет.         

Республикӑри мӗнпур ҫынна пӗр чӑмӑра пӗрлештерсе, тӑван ҫӗре чунтан юрат­са тата ха­мӑ­рӑн пӗрлехи ҫӗршывӑмӑрӑн ырлӑ­хӗшӗн кашниех тӳрӗ кӑмӑлпа пул­таруллӑ ӗҫлесе кӑна обществӑна ӑнӑҫ­лӑ аталантар­ма, ха­мӑр ачасем валли лайӑх малашлӑх йӗркелеме пулнине ҫирӗппӗн шанса тӑ­ратӑп.  

Пӗтӗм чунтан тӑнӑҫлӑх, ырлӑх-сывлӑх, мӗн пур лайӑххине сунатӑп тата кашни килтех ҫураҫулӑх пултӑр!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                      М.Игнатьев



09 декабря 2016
09:19
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter