Михаил Игнатьев «Шупашкарти электроаппарат завочĕ» АХО 75 çул çитнине халалласа ирттернĕ савăнăçлă уяв каçне хутшăннă

Раштав уйăхĕн 8-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш патшалăх оперăпра балет театрĕнче «Шупашкарти электроаппарат завочĕ» АХО 75 çул çитнине халалласа ирттернĕ савăнăçлă уяв каçне хутшăннă. Республика Пуçлăхĕ коллектив ĕçченĕсене Чăваш Республикин социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне пысăк тӳпе хывнăшăн, яваплă ĕçре çитĕнӳсемпе палăрнăшăн ырласа тав сăмахĕсем каланă. «Электроаппарат завочĕн аталанăвĕн çул-йĕрĕнче сахал мар пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăмсем пулса иртнĕ. Çитĕнӳсем, паллах, ушкăнри кашни çын тухăçлă ĕçленине кура пулса пынă.    Паха пысăк тавракурăмлă ертӳçĕсем, хăйсен ĕçне юратакансем, кашни кун пурнăçлама пултарайман тĕллевсем пачах та пулманнине çирĕплетсе панă», - тенĕ Михаил Игнатьев уява пухăннисене саламланă май.

 Завод наукăна вăй илтерес, производствăна модернизацилес, хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан технологине аталантарас, çамрăксене пулăшас ĕçсем çине пысăк тимлĕх уйăрать.  Кун пирки регион Пуçлăхĕ тепĕр хут çирĕплетсех каланă. «ЧЭАЗ» АХО генеральнăй директорĕ Александр Федотов хăйĕн сăмахĕнче, юлашки пиллĕк çул хушшинче производствăна модернизацилеме пĕр миллиард тенкĕлĕх инвестици хывнине пĕлтернĕ, таварсен калăпăшĕ те ӳснине палăртнă.  Раççей Президенчĕ Владимир Путин та, хамăрăн çĕршывра калăпланса тухакан таварсене ытларах тирпейлесе кăлармалли пирки тĕллев лартнине асăннă регион Пуçлăхĕ. Палăртнă мероприятире Михаил Игнатьев заводра тăрăшакансене патшалăх наградисене парса чысланă.   



09 декабря 2016
10:44
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter