«Чăваш Республикинчи чи лайăх патшалăх ĕçĕнчи граждан служащийĕ» конкурс йĕркелӳ комитечĕн ларăвĕ иртнĕ

Раштав уйăхĕн 9-мĕшĕнче «Чăваш Республикинчи чи лайăх патшалăх ĕçĕнчи граждан служащийĕ» конкурс йĕркелӳ комитечĕн ларăвĕ иртнĕ. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Республикин Администрацийĕн Ертӳçи Юрий Васильев хăйĕн сăмахĕнче, конкурсăн тĕп тĕллевĕ -  патшалăх ĕçĕнчи граждан служащийĕн статусне ӳстересси, престижне кура, пĕлтерĕшĕ те пысăк пулнине палăртасси тенĕ. Конкурса хутшăннисем паян хăйсен тавра курăмлăхĕ пирки калакан проектсемпе паллаштарнă, патшалăх ĕçĕнчи граждан служащийĕн ĕç-хĕлне çутатса панă, професси шайне ӳстерсе пыни çинчен каланă. «Конкурса тăратнă ĕçсен калăпăшĕ çав тери пысăк тата çитменнине кăсăклă. Конкурс çĕнтерӳçисене палăртсан, вĕсем çитес çулсенче Чăваш Республикинчи влаç органĕсенче ертӳçĕсен должноçĕсенче те ĕçлеме тивĕçлĕ», - тенĕ Юрий Васильев. 2016 çулта конкурсра пурĕ  патшалăх ĕçĕнчи 22 граждан служащийĕ чаплă проектсем тăратнă. Конкурсăн пĕтĕмлетĕвĕсене раштав уйăхĕн вĕçĕнче палăртĕç.



09 декабря 2016
16:54
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter