Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Конституцийĕпе Юристсен кунĕсене халалласа ирттернĕ торжествăлла мероприятине хутшăннă

 


Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Конституцийĕпе Юристсен кунĕсене халалласа ирттернĕ торжествăлла мероприятине хутшăннă. Граждансен обществине аталантарас тата патшалăхăн право йĕркине çирĕплетес тĕллевсемпе регионта кулленех анлă ĕçсем пулса пынине каланă республика Пуçлăхĕ.  Чăваш Енре Обществăлла палата ăнăçлă ĕçлесе пырать, уполномоченнăйсен институчĕсем те кирлĕ пек шайра хăйсен тивĕçĕсене пурнăçлаççĕ.  Çак ĕçсем пĕтĕмпех регионăн социаллă экономика аталанăвне вăй илтерме, граждансен ирĕклĕхĕсене, прависене хӳтĕлессипе, тĕрĕслĕхсене çиеле кăларассипе çыхăннă. «Паян уçăмлăнах палăртма пулать, Раççей право патшалăхĕ пулнине. Тĕнчери демократиллĕ çĕршыв.  Юридици службинче ĕçлесе тава тивĕçлĕ канăва тухнă ветерансене уйрăммăн пысăк тав.  Вĕсем хăйсен пуян опытне çитĕнекен ăрăва парса хăварассишĕн сахал мар вăй хунă.  Çамрăксене патриотла воспитани парас ĕçре пысăк витĕм кӳни те куçкĕретех.  Шăпах та, çĕршывăн обществăлла политика лару-тăрăвĕ лайăх пуласси, çаксенчен килет. Эпир, пурсăмăр та пĕрле пулсан, пире никам та парăнтараймĕ, çĕнтереймĕ», - тенĕ Михаил Игнатьев.

Чăваш Республикин юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Наталья Тимофеева хăйĕн сăмахĕнче, уява пухăннисене саламланă май, регионта пĕрлĕхлĕ право базине йĕркелессипе çав тери пысăк ĕç тунине асăннă.     Халăх тӳлевсĕр юридици пулăшăвне илтĕр тесе, сахал мар тăрăшнине каланă.  Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ  Николай Малов юристсене професси уявĕпе саламланă,  вĕсен тивĕçĕ пуриншĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă.  Уявра ытти саламсем те пулнă. Торжествăлла пай хыççăн, савăнăçлă уяв концерчĕ янăранă.   Тĕплĕнрех



09 декабря 2016
08:20
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter