Кӳкеçре «ДОСААФ йĕлтĕр йĕрĕ - 2016» спорт ăмăртăвĕ иртнĕ

 


 Кăрлач уйăхĕн 30-мĕшĕнче Шупашкар районĕнче Кӳкеçре «ДОСААФ йĕлтĕр йĕрĕ - 2016» спорт ăмăртăвĕ иртнĕ. Паллă пулăма Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Чăваш Енĕн спорт министрĕ Сергей Шелтуков, республикăн информаци политикин министрĕ Александр Иванов хутшăннă. Спорт уявне уçнă май, регион Ертӳçи ăмăртусенче чи маттуррисем, спортпа туслисем çĕнтерессе, анчах та паянхи уява килнисем те хăйне евĕр çĕнтерӳçĕ ята тивĕçнисем пулнине асăннă. Ашшĕ-амăшне, хăйсен ачисене спорта çӳреме ирĕк панăшăн, сывă пурнăç йĕркине тытса пыма вĕрентнĕшĕн чĕререн тав тунă, регионта спорта куллен çӳреме кирлĕ пек пур условисем те пуррине асăннă. Сывă пуласси – пĕтĕмпех хамăртан килет, тесе палăртса хăварнă спорта пухăннисене саламланă май Михаил Игнатьев. Ачасене спорта явăçтарасси, патриотизм туйăмне аталантарса пырасси – Раççей, Чăваш Ен политикин тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри. Çулсерен шкултан вĕренсе тухакан ачасем çар енĕпе аслă шкулсене сахал мар вĕренме кĕнине каланă Михаил Игнатьев. Раççей ДОСААФ Чăваш Енри уйрăмĕн председателĕ Сергей Матвеев паянхи уявра пĕтĕмпе 1000 яхăн çын хутшăнма кăмăл тунине асăннă. Пурне те Тăван çĕршыва юратма, уншăн яланах сыхă тăма, спортпа туслă пулма вĕрентсе каланă.  Хыççăн тӳрех Михаил Игнатьев йĕлтĕр çине тăрса трассăна тĕрĕслесе пăхса çаврăннă. Паян, чăннипех та спорта тухнисем хаваслă кăмăл-туйăм пĕрне-пĕри парнеленине каланă. Çĕнтерӳçĕсене яланхиллех Дипломсемпе Хисеп хучĕсене парса хавхалантарнă. Тĕплĕнрех

 



01 февраля 2016
09:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter