Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Чăвашкабель» Завод» АУО генеральнăй директорĕпе Игорь Кортуновпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

 Нарăс уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Чăвашкабель» Завод» АУО генеральнăй директорĕпе Игорь Кортуновпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Ертӳçĕ хăйĕн сăмахĕнче предприяти ĕç планне туллин пурнăçланине, таварсен калăпăшĕ ытти çулхисемпе танлаштарсан чакманнине асăннă. Производствăна модернизацилессипе  инвестициллĕ программа пурнăçа кĕрсе пынине палăртнă. Çак ĕçе хута яма çулсерен 150 млн. тенкĕ куçарса пынине каланă. Игорь Кортунов тата çакна та асăннă, паянхи куна предприятире 800 çын вăй хурать, вĕсен вăтам ĕç укçи 27,3 пин ларать, çак кăтарту 2014-мĕш çулхипе танлаштарсан 10,9 процент пысăкрах пулни те куçкĕретех. Организацире тăрăшакансен шалу укçине кăçалхи çул та тата 10 процента çити хăпартма тĕллев лартнине пĕлтернĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертӳçĕне предприяти импорта улăштарассипе активлă ĕçленине, программа лайăх пулса пынине каланă. «Экономика енчен çăмăлах мар лару-тăру вăхăтĕнче пур предприяти те хăйсен ĕçтешĕсен шалу укçине ӳстермест. Эсир вара, ĕçлекен халăхăн ĕç укçине хăпартма тĕллев лартни - хăех пысăк хисепе тивĕçет. Пĕлсех тăратăп, сирĕн предприятире вăй хуракансем ĕç вырăнĕшĕн тăрăшнине», - тенĕ Михаил Игнатьев. Сăмаха май, регион Ертӳçи паян республикăра РФ Патшалăх Думин предпринимательлĕхе инновацилле аталантарассипе ĕçлекен Комитетăн тухса çӳрекен ларăвĕ иртнине асăннă. Унта шăпах та, АО «Корпорация «МСП»  генеральнăй директорĕ Александр Браверман хутшăннине пĕлтернĕ. Нарăс уйăхĕн 9-мĕшĕнче АО «Корпорация «МСП»  тата Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ хушшинчи Килĕшĕве алă пусса çирĕплетнине те аса илсе хăварнă. «Енчен те Корпорацийĕн пулăшăвне туяс тетĕр пулсан, предприятисемпе организацисен пĕтĕмпех ĕç хучĕсене кирлĕ пек шайра тивĕçлĕ йĕркелесе тăратмалла», - асăрхаттарнă Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, пуласлăхра предприятине тата та вăйлă çĕнĕлле аталанса пыма пуçаруллă ĕçсем йĕркелеме сĕннĕ. Тĕплĕнрех



10 февраля 2016
16:50
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter