«Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» ыр кăмăллăх фончĕ Чăваш Енре старт илчĕ

Нарăс  9-мĕшĕнче  «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» ыр кăмăллăх  фончĕ Чăваш Енре çирĕммĕш хут старт илчĕ. Çĕнĕ Шупашкарта сусăр ачасене вĕрентмелли пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан учрежденире марафонăн йĕркелӳ комитечĕн пĕрремĕш ларăвĕ иртнĕ. Палăртнă лару ĕçне Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвĕн Патшалăх Думин Вĕренӳ комитечĕн председателĕн çумĕ Алена Аршинова , Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «Раççейри ача-пăча фончĕ» общество организацийĕн республикăри уйрăмĕн правленийĕн председателĕ Юрий Кислов , Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов, Çĕнĕ Шупашкар хула ертӳлĕхĕ тата ытти официаллă    çынсем пуçтарăннă.  Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче ыр кăмăллăх акцине хутшăнма кăмăл тунă мĕнпур çынна тав сăмахĕсем каланă. Предприятисемпе организацисен ертӳçисене палăртнă ĕçе пысăк витĕм кӳнĕшĕн ырланă. «Чĕре ыйтнипе пурнăçланă ĕç каяллах кашни çын патне ырăпа таврăнать», - тенĕ Михаил Игнатьев.  «Тăван çĕршыва хисеплеме, тус тăвансене юратма пĕлни республикăн, Раççейĕн пуласлăхĕшĕн çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ. Патриотизм – пире пурсăмăра та пĕрлештерсе тăракан наци хăватлă пуçарăвĕ», - тенĕ сăмаха малалла тăснă май.  Марафон ĕç кăтартăвĕсем пирки Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Кислов тĕплĕн каласа кăтартнă. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, пĕтĕмпе 2015-мĕш çулта ыр кăмăллăх марафонне 1 пин те 674 çын хутшăнма кăмăл тунине асăннă, вĕсем пĕтĕмпе 7 млн. та 129 пин тенкĕ пухмача куçарса панине пĕлтернĕ. Юрий Кислов хăйĕн сăмахĕнче çак ĕçе Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсене, студентсене, федерацин регионти службисенче тăрăшаканĕсене те явăçтармаллине каланă. «Пирĕн республикăра çеç чăвашсен «ниме» йăла-йĕркипе укçа-тенкĕне пухаççĕ. Эпир халăхăн кăмăл-туйăмне вăратас тесе тăрăшатпăр», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăсса. Палăртма кăмăллă, кашни çул тенĕ пекех акцине республикăри Хĕрарăмсен пĕрлешĕвĕ пысăк тимлĕх уйăрать.  2015-мĕш çулта Шупашкарти пукане театрĕнче сусăр çынсене культура çуртне кĕмелли вырăнта ятарлă пандус вырнаçтарма вĕсен организацийĕ 150 пин тенкĕ куçарса панă. Чăваш Енри Хĕрарăмсен союзĕн председателĕ Ольга Зайцева хăйĕн докладĕнче организаци пухакан укçана пĕтĕмпех инвалид ачасене куçарса панине асăннă. Сусăр ачасене, тăлăхсене, ашшĕ-амăшĕн ăшшисĕр юлнисене хӳтĕлемешкĕн, сахал тупăшлă çемьесенчи çамрăксене пулăшмашкăн тата ачалăхпа çыхăннă ыр кăмăллăх программисене пурнăçа кĕртмешкĕн укçа-тенкĕ пухасси пархатарлă ĕç пулнине асăннă. Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвĕн Патшалăх Думин Вĕренӳ комитечĕн председателĕн çумĕ Алена Аршинова пĕтĕм тĕнче шайĕнче ирттерекен рейтингра Раççей ыр кăмăллăх ĕçĕпе малта пыракан çĕршыв пулса тăнине пĕлтернĕ. «Халăх ытти çынсен хуйхине лайăх ăнланать, яланах пулăшма тăрăшать. Ку туйăм пирĕнте уйрăмах хытă аталаннă. Палăртма кăмăллă, çак акцине ватти-вĕтти хутшăнать», - тенĕ Алена Аршинова. Çак марафона РФ Патшалăх Думин депутачĕсене те явăçтарасси пирки шантарнă. Çĕнĕ Шупашкарти сусăр ачасене вĕрентмелли учреждени хулари вĕренӳпе культура пĕрлешĕвĕнчен 50 пин тенкĕлĕх пулăшу илнĕ. Укçапа вĕренӳ класĕсене тĕпрен юсама палăртнă.  Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăй те тата ытти тытăмра ĕçлекенсем пурте ĕç укçин пĕр пайне çулсерен марафонăн пухмачне кăмăлтан  куçарса панине асăннă. Çак акци Чăваш Республикинче 20 çул хушши пынине палăртнă, юлашки виçĕ çул хушшинче 25 млн. тенкĕ марафонĕн пухмачне пуçтарăннине пĕлтернĕ. Аса илтерсе хăваратпăр, марафон ĕçне кашни çын хутшăнма пултарать. Сахал тупăшлă çемьесенче çитĕнекен пултаруллă çамрăксене пурлăх тĕлĕшĕнчен пулăшмашкăн, сусăр ачасене, тăлăхсене тата ашшĕ-амăшĕн хӳттисĕр юлнисене сиплемешкĕн Чăваш Енĕн ăш пиллĕ çыннисем - граждансем, ĕç коллективĕсем, общество организацийĕсем çак адреспа пулăшăва куçарса пама пултараççĕ. Çапла тумашкăн «Раççей ача-пăча фончĕн» регион уйрăмне /Шупашкар хули, Петров урамĕ, 7-мĕш çурт/ пымалла е /8352/ 62-89-42 телефонпа шăнкăравламалла.

Хаклă ентешсем, эсир те сăваплă юхăма пуçаруллă хутшăнасса шанса «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» ыр кăмăллăх марафонĕн реквизичĕсене аса илтеретпĕр:

 

 ЧРО ООБФ «Российский детский фонд».

ИНН 2128005408, КПП213001001

Расчетный счет № 40703810075220160067

В Отделении № 8613 Сбербанка России г. Чебоксары,

БИК 049706609, к/с 30101810300000000609

 Тĕплĕнрех



10 февраля 2016
09:31
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter