Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата «МСП» «Корпорацийĕ» генеральнăй директорĕ Александр Браверман Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕпе АО «Корпорация «МСП» хушшинчи пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçлемелли ĕç хутне алă пусса çирĕплетнĕ

 Нарăс уйăхĕн 9-мĕшĕнче Чăваш Енре Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвĕн Патшалăх Думин экономика политики, инноваци аталанăвĕ тата предпринимательлĕх енĕпе ĕçлекен комитечĕн вырăнта йĕркелекен ларăвĕ иртнĕ. Тухса çӳрекен ларăвăн пайташĕсем «Бреслер» производство компанийĕн ĕçĕпе паллашнă, предприяти ĕçе çамрăксене епле явăçтарнипе кăсăкланнă.  «Бреслер» предприятинче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата «МСП» «Корпорацийĕ» генеральнăй директорĕ Александр Браверман Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕпе  «МСП» «Корпорацийĕ» хушшинчи  пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçлемелли ĕç хутне алă пусса çирĕплетнĕ. Палăртнă ĕçе кура, малашлăхра вак тата вăтам предпринимательлĕхе аталантарассипе кирлĕ пек мерăсене йышăнса пырассине калаçса килĕшнĕ. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев сумлă хăна Александр Браверман региона килни паллă пулăм тесе хакланă. «Вак та вăтам предпринимательлĕхе аталантарас ĕçре федераци корпорацийĕ çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ. Бизнес тытăмне шайлаштарса пыракан пĕртен-пĕр паллă институт пулнине каланă. Малашне пирĕн регионти предпринимательсене аталанса пырас ĕçре тата та витĕм пулассине палăртнă. «Пирĕн предпринимательсен çĕнĕ проекчĕсем пурнăçа кĕрессине, вĕсем малашне тата та ытларах пуçаруллă ĕçсем йĕркелесе пырассине те иккеленместпĕр», - тенĕ Михаил Игнатьев. Александр Браверман «НПП Бреслер» ТМЯО ĕçне пысăка хакланă. Вĕсене малашнехи ĕçре финанс тĕлĕшĕнчен витĕм кӳме шантарнă. «Паян алă пуснă ĕç хучĕ çакăн пек пысăк технологиллĕ производство предприятийĕнче пурнăçа кĕни хăйне евĕр пулăм. Эпир кунта хамăр куçпа курса пĕтĕмпех технологисене хакларăмăр. Çамрăк специалистсем ĕçе кӳлĕнни те пире хавхалантарса тăрать. Вĕсем хăйсен пĕлĕвне аслă шкулсенче пухаççĕ. Предприяти калăплакан таварсене ялта пурăнакансем те пысăк предприятисем те кулленех ыйтаççĕ. Пуласлăхра организаци хăйĕн администраци çуртне тата та анлăрах сарма тĕллев лартнă. Ку ĕçе пурнăçлама хамăр енчен пулăшу пама палăртса хунă», - тесе пĕтĕмлетсе каланă хăйĕн сăмахне  Александр Браверман. «Чăваш Республики çĕр айĕнчи пурлăхсемпе пуян мар, газ та нефть çук. Пур-пĕрех вĕсем пире мĕнле тĕрĕс ĕçлемеллине кăтартса пачĕç. Бизнес куçкĕретех вĕсен вăй илсе пырать. «Бреслер» производство предприятийĕ те ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче. Пĕтĕм çĕршыв Чăваш Республикинчен тĕслĕх илмелле», - тесе хăй шухăшне каланă Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Сергей Кривоносов. РФ Патшалăх Думин депутачĕ, регионсенчи банксен Ассоциацийĕн президенчĕ Анатолий Аксаков хăйĕн сăмахĕнче предпринимательлĕхе çĕнĕлле аталанса пыма саккунсен бази те çирĕп пулмаллине каланă.  Вăл çак Комитетăн ларăвĕ шăпах та предпринимательсен ыйтăвĕсене татса пама пулăшу кӳрессне шанать. Тĕлпулу вăхăтĕнче тата та икĕ Килĕшӳ хутне алă пусса çирĕплетнĕ. Нарăс уйăхĕн 10-мĕшĕнче Комитет членĕсем регионти Шупашкарпа Çĕмĕрле хулисенчи предприятисен ĕçĕсем паллашĕç.

 Тĕплĕнрех



10 февраля 2016
11:49
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter