Чăваш Республикинче Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвĕн Патшалăх Думин экономика политики, инноваци аталанăвĕ тата предпринимательлĕх енĕпе ĕçлекен комитечĕн вырăнта йĕркелекен ларăвĕ иртнĕ

 Нарăс уйăхĕн 9-10-мĕш кунĕсенче Чăваш Республикинче Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвĕн Патшалăх Думин экономика политики, инноваци аталанăвĕ тата предпринимательлĕх енĕпе ĕçлекен комитечĕн вырăнта йĕркелекен ларăвĕ иртет. Палăртнă мероприятинче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин экономика политикине аталантарассипе ĕçлекен Комитет Председателĕ Анатолий Аксаков, РФ экономика аталанăвĕн Министрĕн çумĕ – статс-секретарь Олег Фомичев, пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе аталантарас Федерацин корпорацийĕн генеральнăй директорĕ Александр Браверман.  Тухса çӳресе ирттерекен ларăвăн тĕп тĕллевĕ – РФ субъекчĕсенче вăтам тата пĕчĕк предпринимательлĕхе аталантарма пулăшу кӳресси, регионсенче бизнес-пĕрлешӳсен представителĕсемпе тĕл пуласси.   Паян, нарăс уйăхĕн 9-мĕшĕнче Чăваш Республикин Правительство çуртĕнче Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин экономика политикипе ĕçлекен Комитет ларăвĕ иртнĕ, тĕпрен илсен калаçу Раççей регионĕсенче вăтам тата пĕчĕк предпринимательлĕхе аталантарасси пирки пынă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев мероприятин йĕркелӳçисене Чăваш Енре ларăва ирттерме йышăннăшăн тав сăмахĕсем каланă. Паянхи пурнăçра пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе аталантарас ыйту çине пысăк тимлĕх. Кун пирки РФ Президенчĕ Владимир Путин Федераци Пухăвне çулсерен тухакан Çырура та тата ытти пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятисенче те палăртнине аса илсе хăварнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. «Пирĕн республикăра нефть те, газ та çук. Чăваш Ен çӳллĕ тусемпе те, улăх çаранпа та мухтанмасть. Апла пулин те вăл пирĕншĕн питĕ хаклă та çывăх, пирĕн тăрăхăн тĕп пуянлăхĕ – ĕçчен тăван халăх», - тенĕ калаçăва малалла тăснă май Михаил Игнатьев. «Чӑваш Ен­ӗн инвестици илӗртӳлӗхне ӳстерни пысӑк пӗлте­рӗшлӗ, ин­вес­тицисем конкурентлӑ, хальхи сама­нара кирлӗ та­варсем кӑ­лар­ма май параҫҫӗ тата вӗсемех предп­рия­ти­сене ӑнӑҫуллӑ тӑваҫҫӗ. Пирӗн республикӑра экономикӑн промышленноҫ, ял хуҫалӑхӗ, стро­и­тельство тата ытти отраслӗсем лайӑх аталаннӑ. Раççейре коррупцине хирĕç кĕрешессин ĕç кăтартăвĕпе регион малтисен вырăнĕнче пулнине асăннă Михаил Игнатьев. Республика территорийĕнче паянхи куна ют çĕршывсен пиллĕк предприятийĕ  ĕçленине каланă. «2015 ҫулта Чӑваш Енре Раҫҫейшӗн ҫӗнӗ шутланакан пысӑк техно­логиллӗ темиҫе производство уҫӑлчӗ. Шупашкарта «Фуджикура Аутомотив РУС Шупашкар» яппун компа­нийӗн Раҫ­ҫейри пӗрремӗш завочӗ ӗҫлеме пуҫларӗ, унта Volkswagen ав­томобильсем валли кабельсемпе жгут туса кӑларассине йӗркеленӗ. Предприятин малашлӑхӗ пысӑк. Яппун бизнес­менӗсем каланӑ евӗр, вӗ­сем час килсе ҫитеймеҫҫӗ – йышӑну тӑвиччен нумай шухӑшлаҫҫӗ, ан­чах та вӑрахлӑха килеҫҫӗ. Предприятие уҫни регио­нӑн инвестици вӑй-хӑ­ватне яппунсен пысӑк компанийӗсемпе банкӗсен умӗнче пре­зен­та­цилени пулчӗ. Япо­нирен килнӗ 30 яхӑн биз­несмен Чӑваш Енре бизнес валли йӗр­келенӗ май­сене тивӗҫлипе хак пачӗ. Шанатӑп: «Фуджикура» ком­пани завочӗ – пирӗн рес­пуб­ликӑпа Япони хушшинчи ту­хӑҫлӑ ҫы­хӑ­нӑвӑн пуҫ­ламӑшӗ», - тенĕ Михаил Игнатьев. Пӗлтӗр Петербургри пӗтӗм тӗнчери экономика фо­ру­мӗнче ҫӗр­шыв Президенчӗ Владимир Путин Чӑваш Ене бизнеса тытса пы­малли чи лайӑх регионсен шутӗнче асӑнчӗ. Республика Раҫ­ҫей Фе­дерацийӗн субъек­­чӗсенчи инвестици климачӗн тӑрӑмне па­лӑр­такан Наци рейтин­гӗн­че 9-мӗш вырӑн йышӑнчӗ. Унсӑр пуҫне эпир Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗсен инновациллӗ аталанӑвӗн рейтин­гӗнче пил­лӗкмӗш вырӑнта тӑратпӑр. Управлени ӗҫӗнче ҫӗнӗлӗхсемпе усӑ курас енӗпе те республика Раҫҫейӗн чи лайӑх регионӗсенчен пӗри шутланать. Инвестора явӑҫта­рас енӗпе ҫӗршыври регион­сен хушшинче пыракан конкуренци ту­пӑшӑвӗ па­ян нихҫанхинчен те ҫивӗчрех. Ин­вестор валли май килнӗ таран хӑтлӑрах та­та илӗртӳллӗрех майсем туса пама мӗнпур резерва явӑҫтарма палăртнă. Промышленноç предприятийĕсене çĕнĕлле аталанса пыма сахал мар условисем йĕркеленĕ. 2013-2015-мĕш çулсенче пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе патшалăх енчен 1,5 млрд ытла пулăшу кӳнĕ», - тесе палăртнă Михаил Игнатьев. РФ Экономика аталанăвĕн министерствин ертӳлĕхне  регионти бизнеса аталанма тимлĕх уйăрнăшăн тав тунă. «Пĕлтĕр Шупашкарта Индустри паркне хута яни пысăк пулăмпа асра юлчĕ. Çитес çулсенче пĕтĕмпе хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан 10 производство хута каясси те паллă. Çынсене валли çĕнĕ ĕç вырăнĕсем хатĕрленĕç. Объект ĕçне пĕтĕмпе 1 млрд. тенкĕлĕх инвестици хывнă», - тенĕ Михаил Игнатьев. Лару вăхăтĕнче кун йĕркипе килĕшӳллĕн РФ Патшалăх Думин экономика енĕпе ĕçлекен Комитет Председателĕ Анатолий Аксаков, РФ экономика Министрĕн çумĕ – статс-секретарь Олег Фомичев тата ытти официаллă çынсем те доклад тунă. Анатолий Аксаков  Чăваш Республикин Пуçлăхне Михаил Игнатьева, республика Правительствине тухса çӳрекен ларăвăн ĕçне пысăк шайра йĕркелесе ирттерме пулăшнăшăн тав сăмахĕсем каланă.  «РФ Патшалăх Думин депутачĕсем тата делегацийĕн ытти пайташĕсем предпринимательсен проекчĕсемпе паллашма пултарчĕç. Республикăри предпринимательсен ĕç-хĕлĕпе паллашрĕç. Шанатăп, вĕсем пурте Чăваш Ен пирки ырăпа, чи лайăххине çеç аса илессине», - тенĕ вăл.  РФ Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков хăйĕн докладĕнче предпринимательсене аталаннă чухне административлă хирĕçлевсем пулманни чи приоритетлă ыйтусенчен пĕри пулнине каласа хăварнă, финанс тĕлĕшĕнчен те пулăшу самай пулнине палăртнă. Тĕлли-паллисĕр тĕрĕслев ĕçĕсене йĕркелемелле марине, бизнес тытăмăн ĕç тухăçлăхне чакарма юраманнине çирĕппĕн асăннă. Вăл çавăн пекех вăтам тата вак предпринимательлĕх пайĕнчи саккун йĕркисем пирки те чарăнса тăнă. Тĕплĕнрех 



10 февраля 2016
14:04
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter