Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн экономика аталанăвĕн Министрĕн çумĕпе – статс-секретарĕпе Олег Фомичевпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Нарăс уйăхĕн 9-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн экономика аталанăвĕн Министрĕн çумĕпе – статс-секретарĕпе Олег Фомичевпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Калаçу вăхăтĕнче регионăн инвестици илĕртӳлĕхне ӳстерессипе çыхăннă ыйтусене тĕплĕн сӳтсе явнă, вак тата вăтам предпринимательлĕхе аталанса пыма кирлĕ пек условисем йĕркелесси тавра канашланă. Михаил Игнатьев РФ Экономика аталанăвĕн министерствине регионти бизнес-тытăма аталанса пыма пысăк витĕм кӳнĕшĕн ырласа тав тунă. «Эпир, чăннипех те, пулăшупа туллин усă куратпăр. Чăваш Ен яланах федераци министерствисем ирттерекен конкурссенче хутшăнма хатĕр. Пире çак ĕç хушма инвестици явăçтарма, Чăваш Ен халăх ырлăхĕшĕн тата та курăмлăрах ĕçлесе пыма майсем йĕркелеме пулăшать. Малашне те хамăр ума лартнă тĕллевсене пурнăçа кĕртме шантаратпăр», - тенĕ Михаил Игнатьев. РФ экономика аталанăвĕн Министрĕн çумĕ – статс-секретарь Олег Фомичев хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Енре предпринимательсемшĕн аталанса пыма лайăх климат, бизнеса йĕркелеме кирлĕ пек пур услови те çителĕклĕ пулнине палăртнă.  Чăваш Республики çӳлерех асăннă ыйтупа тĕрĕс ĕçлесе пынине каланă. Федераци енчен куçакан субсидипе пĕрле яланах республика бюджетĕнчен хушма укçа-тенкĕ куçарса пани те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине уйрăммăн палăртнă сумлă хăна. «Раççейри регионсем хушшинче Чăваш Республики федераци енчен вак бизнеса аталанса пыма уйăрса панă пулăшупа туллин усă курма пĕлет. Федераци центрĕ паракан укçа-тенкĕпе яланах вăхăтра илсе тухăçлă ĕçлесе пырать. Республикăна килнĕ май, яланах эпир çак ĕçсене курса ĕненетпĕр. Объектсене кулленех пурнăçа кĕртсе пыни те çакнах çирĕплетет. Хăвăр çине илнĕ пур ĕçе те яваплăха туйса пурнăçлани куçкĕретех. Çак ĕçсене яланах палăртма кăмăллă. Федераци центрĕ куçаракан пулăшупа туллин тата тухăçлăн тăкакланассине пĕрре те иккеленместпĕр», - тенĕ калаçăва пĕтĕмлетнĕ май Олег Фомичев.

 Тĕплĕнрех



10 февраля 2016
10:11
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter