Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Правительство çуртĕнче Италирен килсе çитнĕ бизнес-пĕрлешĕвĕн представителĕсемпе тĕл пулнă

Нарăс уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Правительство çуртĕнче Италирен килсе çитнĕ бизнес-пĕрлешĕвĕн представителĕсемпе тĕл пулнă.  Палăртнă ушкăн Чăваш Енре ĕçлĕ çулçӳревпе пулнă. Чи малтан хăнасем республикăра сĕтпе пахча-çимĕç тирпейлессипе хута яма палăртнă производствăн ятарлă вырăнĕсене пăхса çаврăннă. Италире тĕрлĕ компанисем ертсе пыракан ертӳçĕ Стефано Бандеки хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Ене килсе курнăшăн питĕ хĕпĕртенине пĕлтернĕ. «Кунта, сирĕн патăрта пуличчен, эпĕ Чăваш Енре çакăн пек ырă условисем пулни пирки шутламан та, пĕлмен те. Çĕнĕ проектсене пурнăçлама питĕ меллĕ. Инвесторсен ĕçне пысăк пахалăхпа витĕм кӳни тĕлĕнтерсех ячĕ. Кунта эпĕ ĕçлеме юратакан ертӳçĕсене курса ĕнентĕм. Бизнеса аталанма пулăшас текен политика çыннисем те сахал мар. Чăваш Республикинче çĕнĕ проектсене пурнăçа кĕртме пысăк шанăç çуралчĕ», - тенĕ сумлă хăна Стефано Бандеки. Михаил Игнатьев регионта бизнеса аталанса пыма кирлĕ пек пур условисене те хатĕрлесе çитернине, патшалăх енчен те вĕсене аталанма пулăшу кӳрессине шантарнă. Паянхи куна республикăра ют çĕршывсенчен пиллĕк компани ĕçленине асăннă. Республика электротехника пайĕпе Раççей шайĕнче паллă пулнине, пĕтĕм таварсенчен пирĕн тăрăхра калăпланаканнисем 40 процент таран йышăннине асăннă. Регион хăйне паха, экологи енчен таса таварсемпе кулленех тивĕçтернине каланă. Пирĕн республикăри таварсем Раççей тăрăх ытти регионсене те анлăн сарăлнине палăртнă. Калаçу вăхăтĕнче Чăваш Енри туризм пирки те сăмах пуçарнă. «Италире эпĕ бизнесмен пулса вăй хуратăп. Çав тери пысăк рынокра та производство ĕçне, эпĕ яланах хам ĕçлесе илнĕ укçа-тенкĕне хыватăп. Патшалăх мана нихăçан та нимĕнле пулăшу та паман», - тенĕ вăл хăйĕн калаçăвне малалла тăснă май Стефано Бандеки. «Манăн Чăваш Енре производство уçас шухăш çуралчĕ», - тенĕ сумлă хăна. Тĕлпулăва пĕтĕмлетнĕ май, Михаил Игнатьев хăнасене республикăна килсе курнăшăн тав тунă, малашнехи ĕçре инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртессипе тачă çыхăнса ĕçлесси пирки каланă. Тĕплĕнрех

 



11 февраля 2016
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter