Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн ĕçлев тата социаллă хӳтлĕх Министрĕн пĕрремĕш çумĕпе Алексей Вовченкопа тата Ĕçлев ыйтăвĕсен, ĕçе вырнаçтарас ыйтусен федераллă службин Ертӳçипе Всеволод Вуколовпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн  ĕçлев тата социаллă хӳтлĕх Министрĕн пĕрремĕш çумĕпе Алексей Вовченкопа тата  Ĕçлев ыйтăвĕсен, ĕçе вырнаçтарас ыйтусен федераллă службин Ертӳçипе Всеволод Вуколовпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ.  Палăртнă мероприятине нарăс уйăхĕн 10-мĕшĕнче «АККОНД» предприятире йĕркеленĕ. Асăннă пулăма Чăваш Республикин ĕçлев тата социаллă хӳтлĕх министрĕ Сергей Димитриев, Чăваш Енри Патшалăх инспекцийĕн ертӳçин тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Раиса Павлова, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «АККОНД» АО генеральнăй директорĕ Валерий Иванов хутшăннă. «Чăваш Енре кунĕпе ĕçлĕ çулçӳревре пултăмăр. Кăмăлсем питĕ лайăх. Республикăра куçкĕретех ырă улшăнусем пулса иртеççĕ. Вăйлă аталанса пыракан предприятисем чылай», - тесе каланă Ĕçлев ыйтăвĕсен, ĕçе вырнаçтарас ыйтусен федераллă службин Ертӳçи Всеволод Вуколов. Вăл çавăн пекех республикăн пуласлăхĕ пысăк пулнине палăртнă. «Çынсем ĕçе хисеплени чи пахи. Вĕсем производствăпа кăсăкланаççĕ. Предприяти аталанăвĕшĕн вăй хураççĕ. Импорта улăштарасси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ.  Правительство йышăнăвĕсене тĕпе хурса пирĕн вĕсене яланах витĕм кӳме тăрăшмалла», - тенĕ вăл. Калаçу вăхăтĕнче çынсене ăнсăртран ĕçсĕр тăрса юлсан, вĕсене çĕнĕ професси илме тата тепĕр ĕçпе тивĕçтересси пирки ыйтăва тĕплĕн сӳтсе явнă. Ку хутĕнче Тракторсем тăвакан заводри çынсен шăпи пирки те канашланă. Ыйтăва тĕпрен татса парас тесен,  федераци енчен пулăшу кирлине асăннă. Унсăрăн ыйтăва татса пама хĕн тесе палăртнă Михаил Игнатьев. Раççей Федерацийĕн  ĕçлев тата социаллă хӳтлĕх Министрĕн пĕрремĕш çумĕ Алексей Вовченков Чăваш Енре ĕçпе тивĕçтерес ыйту кирлĕ пек шайра пулса пынине каланă. «Кăтартусене пăхас пулсан, куçкĕретех лару-тăру лайăх пулнине курма пулать», - тенĕ вăл. Ĕçсĕрлĕхе сирсе ярассипе йышăннă хушма мерăсем пирки тĕплĕн чарăнса тăнă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Ĕçлев ыйтăвĕсен, ĕçе вырнаçтарас ыйтусен федераллă службин Ертӳçипе Всеволод Вуколова тата Раççей Федерацийĕн  ĕçлев тата социаллă хӳтлĕх Министрĕн пĕрремĕш çумне Алексей Вовченкона тухăçлă ĕçленĕшĕн, региона пулăшнăшăн тав тунă. Сăмаха май, Шупашкарта Индустри паркĕн строительство ĕçĕ вĕçленнĕ пирки каласа кăтартнă. Çитес вăхăтрах çак палăртнă лаптăкра хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан 10 производство хута каясси те паллă. Вĕсенчен кăçалхи çул виçĕ производствăн ĕçне кӳлĕннĕ те. Кунсăр пуçне регионта электротехника кластерĕ лайăх аталаннине пĕлтернĕ республика Ертӳçи. Ку енĕпе çĕнĕ проектсем те пурнăçа кĕрсе пырасси паллă. Ял тăрăхĕнче пурăнакансене ĕçпе тивĕçтерес ыйту çине те тимлĕх уйăрнине каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  Тĕплĕнрех



11 февраля 2016
09:05
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter