Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин прокуратурин коллегийĕн анлă ларăвне хутшăннă

Нарăс уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин прокуратурин коллегийĕн анлă ларăвне хутшăннă.  Мероприятире Раççей Федерацийĕн Атăлçи округри Прокуратура Управленийĕн Пуçлăхĕн çумĕ Александр Корсунов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, Чăваш Енри федерацин тĕп инспекторĕ Геннадий Федоров, право сыхлавĕн, суд органĕсен ертӳçисем хутшăннă. Республика Прокуратурин пĕлтĕрхи çулăн ĕç кăтартăвĕсемпе регионăн прокурорĕ Сергей Легостаев тĕплĕн паллаштарнă.  Вăл хăйĕн докладĕнче вĕсен служби йĕркене пăсассинчен сыхă тăнине, бюджетпа çыхăннă ĕçре йĕркесĕрлĕх хуçаланассинчен, патшалăх тата муниципалитет пурлăхĕпе çыхăннă йĕркесене çирĕп асăрхаса тăнине каланă. Кунсăр пуçне профилактика ĕçĕсене те тăтăшах йĕркелесе ирттернине асăннă. Право сыхлакан органсем (полици, суд, прокуратура…) тата патшалăх, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçленине кура, регионта лару-тăрăва çирĕп тытса пыма май килнине палăртнă. Йĕркесĕрлĕх ытларах нормативлă право ĕçĕсене  пурнăçланă чухне тĕл пулнине каланă Чăваш Ен прокурорĕ. Çулсерен прокуратура ĕçченĕсем 10 пине яхăн проект пăхса тухаççĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче паянхи пурнăç таппинче ытларах коррупцине, терроризма хирĕç, усал эрех-шĕвеке халăх хушшинче сарассинчен, çамрăксем хушшинчи йĕркесĕрлĕхе пысăк тимлĕх уйăрмаллине каланă. Пĕлтĕрхи çул пур тытăмри ĕçченсем те пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçлесе пынине кура, 2015-мĕш çулăн иккĕмĕш çур çуллăхĕнче çамрăксем йĕркене пăснă тĕслĕх 12 процента çити чакнине асăннă Михаил Игнатьев. Чăваш Республикинче коррупцине хирĕç кĕрешессипе йышăннă ĕç планĕ те тухăçлă ĕçлени куçкĕретех, кăтарту 29,7 процента çити чакни те çакнах çирĕплетсе парать. «Прокуратура ĕçченĕсем ăнланса ĕçлени, вăй структурисем хăйсене шанса панă ĕçе яваплăха туйса пурнăçлани,  граждансен обществин институчĕсем палăртнă ыйтусем çине витĕм кӳни, кăлтăксем пирки çитнĕ хыпарсене вăхăтра сирсе ярассипе çирĕп мерăсем йышăнни, хамăра шанса панă ĕçе тивĕçлипех пурнăçласа пыни - пире пурсăмăра та ырă çитĕнӳсем тума пулăшать», - тенĕ паянхи калаçăва пĕтĕмлетнĕ май Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.   Тепленрех

 



11 февраля 2016
15:52
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter