Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕ иртнĕ

 Нарăс уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕ иртнĕ. Кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусемпе килĕшӳллĕн Чăваш Республикин конкуренци политикипе тарифсен патшалăх службин ертӳçи Альбина Егорова хăйсен службин пĕлтĕрхи çул ĕç кăтартăвĕсемпе тĕплĕн паллаштарнă. Ертӳçĕ ытларах патшалăх туянăвĕсем пирки чарăнса тăнă. 2015-мĕш çулта электронлă майпа ирттернĕ аукционсем 98,7 процент, уçă конкурссем вара пĕтĕмпе те 1,3 процент пулнине каланă. Пĕлтĕрхи ĕç кăтартăвĕсем тăрăх, бюджет укçине 716,1 млн. тенкĕлĕх упраса хăварма май килнине, 2014-мĕш çулхипе танлаштарсан 14 процент ӳстернине асăннă.  Ку енĕпе ĕç тухăçлăхĕ куçкĕретех. Тарифсем пирки калас пулсан та улшăнусем ырă енне куçни паха. Кăçал хаксем хăпарасси сисĕнмĕ. Михаил Игнатьев контрактсемпе çыхăннă ĕçре пĕрлехи база пулмаллине, ун чухне вĕсене тĕрĕслесе тăма та шăпах та меллĕ пулассине асăннă. Регионта социаллă пĕлтерĕшлĕ апат-çимĕç хакĕсем пирки те сăмах пуçарнă, ача апачĕсен хакне чакарма майсем шырама сĕннĕ.  Доклада тĕплĕн итленĕ хыççăн, Михаил Игнатьев Чăваш Енри конкуренци политикипе тарифсен патшалăх службин ĕçченĕсене тухăçлă ĕçленĕшĕн ырланă. «Сирĕн командăн ĕçлес туйăм пысăк. Малашне те тухăçлă ĕçлессишĕн çине тăрсах вăй хумалла. Кашни хăйне шанса панă ĕçе яваплăха туйса пурнăçланинчен пĕтĕм ушкăнăн ĕç кăтартăвĕ лайăх енне улшăнса пыни курăнать», - тенĕ Михаил Игнатьев. Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов хăйĕн докладĕнче Чăваш Ен 2015-мĕш çулта конкурсра çĕнтерсе патшалăх программисене хутшăнса ĕçе пурнăçлама федераци хыснинчен субсиди илме тивĕçнине асăннă. Федераци уйăракан субсидине республикăра регионсем хушшинчи промышленноçпа инженер технологийĕсен енĕпе çыхăннă центр хута яма куçассине каланă.  Пĕтĕм Раççейĕпе илес пулсан, кун пек центрсене ултă объект çĕклесе лартма хушнă  РФ Президенчĕ Владимир Путин. Ларура сывлăх сыхлавĕпе çыхăннă ыйтусене те тишкернĕ. Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕн пĕрремĕш çумĕ Татьяна Богданова хăйĕн докладĕнче 2015-мĕш çулта ял поселенийĕсенче тухтăрсем 77,8 процента çити пулнине каланă. Кăтарту 2014-мĕш çулхипе танлаштарсан 4,7 процент пысăкрах. Чăваш Республикин Раççей Президенчĕ çумĕнчи полномочиллĕ представителĕ Леонид Волков хăйĕн сăмахĕнче нумаях пулмасть Мускавра Чăваш Енĕн паттăр ывăлне Василий Иванович Чапаева асăнса йĕлтĕрпе чупассипе ăмăртусем ирттернине каласа кăтартнă.  Палăртнă мероприятийĕн йĕркелӳ комитечĕн председателĕ пулма В.И.Чапаевăн мăнукне Аркадий Александрович Чапаева шаннине каланă.  Пĕрремĕш чупăва пĕтĕмпе 185 çын хутшăннине пĕлтернĕ. Вĕсем пĕтĕмпех сывă пурнăç йĕркине тытса пыракан халăх пулнине асăннă. Спорта Самарăран, Оренбургран, Ульяновск облаçĕнчен, Тутарстанран, Марий Элран çынсем самай пуçтарăннине палăртнă Леонид Волков.  Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче çапла каланă: «Раççей Президенчĕ Владимир Путин патриотизм Раççейĕн наци идейи пулнине яланах асăнать. Кун йышши мероприятисене тăтăшах ирттерме палăртмалла. Халăхăн патриотизм туйăмне вăйлăрах аталантарма пулăшать», - тенĕ вăл калаçăва пĕтĕмлетсе.  Ларăвăн кун йĕркине кĕртнĕ ытти ыйтусене те пăхса тухнă, кашнинпех тивĕçлĕ йышăнусем туса хăварнă.



11 февраля 2016
11:23
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter