Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Тĕп банкĕн Председателĕн çумĕпе – статс-секретарĕпе Александр Торшинпа тĕл пулнă

Нарăс уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Тĕп банкĕн Председателĕн çумĕпе – статс-секретарĕпе Александр Торшинпа тĕл пулнă. Республикăра банксен тытăмне аталантарассипе çыхăннă ыйтусем тавра сăмахланă, экономика пайне кредитсемпе пулăшу кӳресси пирки ыйтăва хускатнă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Тĕп банкăн ертӳлĕхне регионпа конструктивлă ĕçленĕшĕн тав тунă. «Пурсăмăр та тăрăшса ĕçленине кура, республика инвестици илĕртӳлĕхĕ ӳссе пырать, промышленноç пайĕ вăйланать, çулран çул Чăваш Енĕн пĕрлештернĕ бюджечĕ ырă енне улшăнать, çитĕнӳсем самай. Эпир банк тытăмĕпе килĕшсе ĕçлессин йĕркине çирĕп тытса пыратпăр. Тĕрлĕ хыпарсене те вăхăтра пĕлсе, пĕр-пĕринпе канашласах тăратпăр. Паян паллах, строительство пайĕ кăштах йывăрлăхсем тӳсни сисĕнет. Пурсăмăрăн та пĕрле тăрăшса ыйтăва вырăнтан хускатмалла», - тенĕ Михаил Игнатьев.  РФ ТБ Председателĕн çумĕ хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Енре юлашки çулсенче ырă улшăнусем пулса иртнине асăннă. Александр Торшин тата çакна та палăртса хăварнă, РФ Правительствин йышăнăвĕпе килĕшӳллĕн, Чăваш Республикине выльăх-чĕрлĕхе ĕрчетме 217 млн. тенкĕ куçасси пирки ырă хыпара пĕлтернĕ. Пулăшупа выльăха самăртма 1,4 млн. тенкĕ, аш-какай валли ĕрчетекен выльăха ӳстерме илнĕ инвестици кредичĕсене каялла тавăрма палăртса хунă. Аса илтеретпĕр, Раççей Федерацийĕн Правительстви 2016-мĕш çулта нарăс уйăхĕн 6-мĕшĕнче кăларнă  хушăвĕпе килĕшӳллĕн, сĕт-çупа выльăх-чĕрлĕх фермисен строительство ĕçне валли илнĕ  инвестици кредичĕсен процентне каялла тавăрса пама, пахалăхлă ӳсен-тăрана акса çитĕнтерме пĕтĕмпе 64 млн пĕр ĕçĕпе тепĕр ĕçĕ валли 125 млн. тенкĕ куçасси те паллă. РФ Тĕп банк Председателĕн çумĕ – статс-секретарь хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Енре пурăнакан халăх хăйне кредитсене каялла тавăрса парассин ĕç кăтартăвĕпе лайăх енчен палăрнине асăннă. Предпринимательлĕх лайăх аталаннине, вĕсем республикăна комплекслă аталантарас ĕçре те пысăк витĕм кӳнине каланă. Тĕплĕнрех



12 февраля 2016
16:52
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter