Чăваш Республикинче мĕнпур банксене аталанса пыма кирлĕ пек пур условисене те пĕр тан йĕркелесе панă

Нарăс уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Республикин Правительство çуртĕнче  Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа пĕрле РФ Тĕп банк Председателĕн çумĕ – статс-секретарь Александ Торшин ĕçлĕ канашлу ирттернĕ. Пухăннисем регионăн социаллă пурнăçĕпе экономика тата банк тытăмĕсен аталанăвĕ пирки канашланă.     Ĕçе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, влаç органĕсен ертӳçисем, банк сферинче тăрăшакансем, бизнес-пĕрлешӳсен представителĕсем хутшăннă.  Михаил Игнатьев хăйĕн ум сăмахĕнче паянхи пурнăç таппинче экономикăри пĕр тытăм та банксен витĕмĕсĕр ĕçлеме пултарайманнине, çавăнпа та пурне те паянхи  ларура конструктивлă ĕçлеме чĕнсе каланă. «Чăваш Енре мĕнпур банксем валли те паянхи пурнăçра аталанса пыма пĕр пек условисем йĕркеленĕ. Банк тытăмĕсен тăкакне пĕчĕклетсе пыраççĕ пулин те, палăртма кăмăллă, республикăри районсемпе хуласенче банк сферин учрежденийĕсем çителĕклĕ. Атăлçи федераци округĕнче, банк пулăшăвĕпе тивĕçтерес ĕç кăтартăвĕпе, пирĕн регион 6-мĕш вырăнта тăрать», - тесе каланă Михаил Игнатьев. Республикăра социаллă пурнăç лайăх, политика енчен лару-тăру тивĕçлĕ шайра пулни çаксем пĕтĕмпех банксене ăнăçлă аталанса пыма витĕм кӳреççĕ. «Паянхи пурнăçăн тĕп тĕллевĕ – бюджета шайлаштарасси. Кун пирки Раççей Президенчĕ Владимир Владимирович Путин та пĕр хуччен çеç мар каланă. Приоритетлă ыйтусене тĕрĕс палăртса, вĕсене пурнăçласа пырассишĕн тăрăшмалла», - тесе аса илсе хăварнă хăйĕн докладĕнче Михаил Игнатьев. Чăваш Республикин пĕрлештернĕ бюджечĕ пĕтĕмпех социаллă пулнине асăннă. Бюджетри тăкаксем патшалăхăн республика программипе килĕшӳллĕн пулса пыраççĕ. Пĕлтĕрхи çул Чăваш Ен, граждансем валли бюджет, проект Раççей Федерацийĕн уçă Правительствин хаклавĕ тăрăх, чи лайăх 9 регион шутне кĕнĕ.  «Эпир хамăрăн граждансене хисеплетпĕр. Республикăра пурăнакансем валли кирлĕ пек пур условисене те йĕркелесе панă. Хамăр çине илнĕ пур ĕçе те яваплăха туйса туллин пурнăçлатпăр. Çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парас ĕçе пысăк тимлĕх уйăратпăр, ĕç çыннине хисеплеме вĕрентетпĕр. Ăнсăртран мар, 2016-мĕш çула Ĕç çыннин çулталăкĕ тесе йышăннă», - калаçăва малалла тăнă май Михаил Игнатьев. Пурне те республикăра пурăнакан халăх ырлăхĕшĕн тăрăшса, тухăçлă ĕçлеме чĕнсе каланă. Республикăн инвестици илĕртӳлĕхĕпе çыхăннă ыйтусем тавра РФ Тĕп банк Председателĕн çумĕ – статс-секретарь Александр Торшин доклад тунă. Сумлă хăна Чăваш Енĕн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне пысăка хакланă. «Республика, чăннипех те нумай ĕç кăтартăвĕсемпе малти вырăнта тăрать. Уйрăмах калас пулсан, импорта улăштарас ĕç çӳллĕ шайра пулса пырать. Ял хуçалăх пайĕнче те сахал мар çитĕнӳсем. Раççей Правительствин ĕнерхи ларăвĕнче те кун пирки çирĕплетсех каланă.  Малашне те республика каялла чакса ан пытăрччĕ, çитĕнӳсемпе малаллах ăнтăлмалла пултăрччĕ», - тенĕ Александр Торшин. Чăваш Енри предприятисем çĕнĕлле ĕçлесе пынин кăтартăвĕпе те çĕршыври 85 субъект хушшинче иккĕмĕш вырăнта тăни хăйне евĕр пысăк чыс пулнине асăннă. Ырă улшăнусем пулнине кура, Чăваш Енре юлашки пилĕк çул хушшинчи кăтартăва пăхас пулсан, çынсен пурăнас çулĕ 42 процента çити ӳсни те çакнах çирĕплетсе парать - халăх 85 çултан иртсе кайса пурăнни пурне те хавхалантарать. Ача çураласлăх ӳссе пырать, пепкесем пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнă тĕслĕхсем пачах та çук. «Республика Правительствин тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри - агропромышленноç комплексне çĕнĕлле вăй илтерсе ярасси. Чăваш Енре сĕт-çу тирпейлес ĕç лайăх пулса пырать. Мускаври пасарсенче те тавара халăх куçкĕретех ыйтать», - тесе пĕлтернĕ сумлă хăна Александр Торшин. Çурт-йĕр, ипотека кредичĕсен процентсен виçине пĕчĕклетесси пирки сăмах пуçарнă. Александр Торшин тата çакна та палăртса хăварнă, РФ Правительствин йышăнăвĕпе килĕшӳллĕн, Чăваш Республикине выльăх-чĕрлĕхе ĕрчетме 217 млн. тенкĕ куçасси пирки ырă хыпара пĕлтернĕ. Пулăшупа выльăха самăртма 1,4 млн. тенкĕ, аш-какай валли ĕрчетекен выльăха ӳстерме илнĕ инвестици кредичĕсене каялла тавăрма палăртса хунă. Аса илтеретпĕр, Раççей Федерацийĕн Правительстви 2016-мĕш çулта нарăс уйăхĕн 6-мĕшĕнче кăларнă  хушăвĕпе килĕшӳллĕн, сĕт-çупа выльăх-чĕрлĕх фермисен строительство ĕçне валли илнĕ  инвестици кредичĕсен процентне каялла тавăрса пама, пахалăхлă ӳсен-тăрана акса çитĕнтерме пĕтĕмпе 64 млн пĕр ĕçĕпе тепĕр ĕçĕ валли 125 млн. тенкĕ куçасси те паллă. РФ Тĕп банк Председателĕн çумĕ – статс-секретарь хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Енре пурăнакан халăх хăйне кредитсене каялла тавăрса парассин ĕç кăтартăвĕпе лайăх енчен палăрнине асăннă. Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин хăйĕн докладĕнче импорта улăштарассипе йышăннă çĕнĕ проектсен ĕç-хĕлĕ пирки чарăнса тăнă. Чăваш Республикинче нимĕнле кризис йывăрлăхĕсене пăхмасăрах  предпринимательсем çĕнĕрен те çĕнĕ производствăсем хута яма палăртнине пĕлтернĕ. Палăртнă ыйтусемпе банк тытăмĕнче вăй хуракансем пĕр-пĕринпе малашне те ăнланса ĕçлесе пырассине шанса каланă. РФ Тĕп банкăн Атăл-Вятка  тĕп управленийĕн Чăваш Енри Наци банкĕн уйрăмĕн управляющийĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан Юрий Голубых хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Енри банксен тытăмĕн ĕç кăтартăвĕпе паллаштарнă, ытти çулхисемпе танлаштарнă, кăçал кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикăра пĕтĕмпе кредитсемпе тивĕçтерекен 374 учреждени пуррине пĕлтернĕ. Халăх кредит пулăшăвĕпе сахал мар усă курнине, кăтарту пĕлтĕрхи çулпа танлаштарсан пысăкланнине, ытларах производство пайĕ укçа-тенкĕ пулăшăвне илнине асăннă. Ял хуçалăх пайĕ те кая юлманнине, пурлăхпа çыхăннă ĕçре те сахал мар пулăшу куçнине уйрăммăн палăртнă Юрий Голубых. Ларăва пухăннисем пысăк пуласлăхлă инвестици проекчĕсене тишкернĕ, вĕсене пурнăçа кĕртме банк сферипе тухăçлă ĕçлесе пырасси пирки канашланă, тĕрлĕ майсем шыранă.

Тĕплĕнрех 



12 февраля 2016
16:21
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter