Чăваш Ен Правительствипе Раççей Перекет банкĕ - сывă пурнăç йĕркишĕн

Паян Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев регионта Перекет кассине йĕркелесе янăранпа 130 çул çитнине халалласа йĕркеленĕ «Перекет банкĕн Кубокĕ» чемпионата торжествăлла майпа уçнă пулăма хутшăннă. Михаил Игнатьев хăйĕн ум сăмахĕнче Чăваш Ен Правительствипе Раççей Перекет банкĕ хушшинчи килĕшĕве алă пусса çирĕплетнине аса илнĕ, тахçантанпах пĕр-пĕринпе ăнланса ĕçлекен партнерсем пулнине каланă. «Социаллă пĕлтерĕшлĕ инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртессипе пĕрле тăрăшатпăр: экономика секторне пысăк витĕм кӳретпĕр, вак тата вăтам предпринимательлĕхе аталантарассипе, вĕренӳпе сывлăх сыхлавĕпе те тачă çыхăнса ĕçлетпĕр.  Чи пахи вара, аякра вырнаçнă ялсенче те банк офисĕсем хута кайни халăх кăмăлне çĕклет, çынсем пулăшусемпе кирлĕ пек шайра усă курни те çакнах çирĕплетсе парать», - тенĕ Михаил Игнатьев. «Эсир паян пурте çĕнтерӳçĕсем, мĕншĕн тесен спорта юрататăр, сывă пурнăç йĕркине тытса пыратăр. Эсир ушкăнпа ĕçлеме, унăн хăватне туйма вĕренетĕр. Сирĕн ырă кăмăллăх туйăмĕ, вăй-хал ӳсет. Эпир пурсăмăр та Раççей, Чăваш Ен сывă нацийĕшĕн», - тенĕ сăмаха малалла тăснă май регион Ертӳçи. «Раççей Перекет банкĕн Атăл-Вятка тăрăхĕнче спорта хисеплеççĕ. Спортăн тĕрлĕ енĕпе командăсем хушшинчи чемпионата ирттерес шухăш пĕлтĕр çуралчĕ. Эпир хамăрăн партнерсене, федераци тытăмĕнче вăй хуракансене, республикăри ĕç тăвакан влаç органĕсенче тăрăшакансене пухрăмăр. Вĕсем пурте çак ырă пуçарăва ырларĕç. Перекет банкĕн Кубокĕн тĕп тĕллевĕ - пĕр-пĕрин паха опычĕпе паллашасси, спорта анлăрах сарасси», - тенĕ Раççей Перекет банкĕн Чăваш Енри уйрăмĕн управляющийĕ Юрий Бычковский. Спорт турнирне 11 команда килсе çитнĕ. Кăçал чемпионата нарăс уйăхĕнчен пуçласа çу уйăхĕччен ирттерме палăтнă. Командăсем мини-футбол, волейбол, тата баскетбол выляссипе ăмăртăç, хăйсен ăсталăхне туптĕç. Кашни çын пурнăçĕнче спорт тарăн йĕр хăвартăр, халăх сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнтăр тесе, Чăваш Республикинче пурăнакансем валли ӳт-пӳ тата ăс-хакăл тĕлĕшĕнчен аталанса пыма кирлĕ пек пур условисене те çителĕклĕ йĕркелесе панă. Юлашки пилĕк çул хушшинче регионта федераци тата республика бюджечĕсенчен уйăрнă укçа-тенкĕпе сахал мар çĕнĕ спорт объекчĕсене хута янă, регионта пурăнакансенчен кашни виççĕмĕшĕ спорта куллен çӳрет. 

 Тĕплĕнрех



12 февраля 2016
11:44
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter