Тарифсем: ÿсĕм виçеллĕ
Министрсен Кабинечĕн ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе юнкун иртнĕ ларăвĕн кун йĕркинче республикăн Конкуренци политики тата тарифсем енĕпе ĕçлекен патшалăх службин отчечĕ тĕп ыйту пулчĕ темелле-тĕр. Хăй ертсе пыракан тытăмăн иртнĕ çулхи ĕçĕ-хĕлĕпе служба ертÿçи Альбина Егорова паллаштарчĕ.
Вăл палăртнă тăрăх - служба хăйĕн ĕçĕнче ресурссемпе тивĕçтерекенсен тата потребительсен интересĕсене шайлаштарассине тĕпе хунă. Пĕлтĕр вăрах вăхăтлăх тарифсем çине куçассине вĕçленĕ. Тарифсен ÿсĕмне инфляци шайĕнчен пĕчĕкрех тытса пынă. «Çавна май вĕсем халь потребителе çывăхрах тенĕ пулăттăм. Тарифсен ÿсĕмĕн чи пысăк кăтартăвĕсене виçеллĕ тунă», - палăртрĕ Альбина Егоровна.
Электроэнерги тарифĕсем паян Чăваш Енре округ шайĕнче те чи пĕчĕккисен шутĕнче. Предприятисем тата халăх усă куракан электроэнергишĕн тÿлессине хĕреслĕ майпа субсидилекен виçе чакса пырать. Урăхла каласан халăх усă кураканнине предприятисен шучĕпе сахалрах саплаштараççĕ. Малашлăха илес-тĕк - ытти ресурс хакĕсен ÿсĕмĕ пысăках пулмĕ, шывпа тивĕçтерессин хакне вара хăвăртлатнă виçепе /25% таранах/ ÿстерсе пыма пăхнă. Çакă шывпа тивĕçтермелли инфратытăма аталантармаллипе те çыхăннă. Кăçал Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта, Улатăрта, Çĕмĕрлере ку енĕпе инвестицисем хывма палăртнă.
Каяшсене тирпейлемешкĕн республикăри 14 хулапа район валли тарифсем палăртнă. Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Шупашкар районĕ каяшсене халь çĕнĕ полигона ăсатаççĕ. Ку енĕпе ĕçлекен «Управление отходами» компани ĕçне Тариф служби çирĕп сăнаса тăма шантарать. Пассажирсене илсе çÿрессин хакĕсем пирки сăмах пуçарнă май Альбина Егорова пассажирсен юхăмĕн 99 яхăн процентне автотранспорт тивĕçтернине пĕлтерчĕ. Бюджетран тăкаксене саплаштарма кашни пассажир пуçне укçа пуспа çеç уйăраççĕ темелле. Чукун çул транспорчĕн тÿпи вара - 0,5% кăна. Çав вăхăтрах кашни пассажир пуçне бюджетран уйăракан тăкак - 99 тенкĕ! Ахальтен мар ĕнтĕ ку енĕпе ĕç-пуçа йĕркелемелли пирки çине-çинех калаçу пулать, анчах лав вырăнтах-ха.
Служба ертÿçи бюджет тăкакĕсен тухăçлăхĕн ыйтăвне те çĕклерĕ. Аукционсен 98,7: пĕлтĕр электрон мелĕпе ирттернĕ. Вĕсене хутшăнакансен шучĕ те ахаль аукционсемпе танлаштарсан икĕ хут пысăкрах иккен. Патшалăх нушисем валли таварсем туяннă, пулăшу ĕçĕсем пурнăçланă чухне 719 млн тенкĕ перекетлеме пултарни, паллах, çакăнпа та çыхăннă.
Отчета хакланă май Михаил Игнатьев «ĕçе лайăхлатмалла» терĕ-ха, çапах ку сăмахсем кăмăлсăрлăх сĕмĕллĕ пулмарĕç, вăл Тариф службин ĕçченĕсене ĕçшĕн тав тума ыйтрĕ. Юлашки вăхăтра тарифсем тĕлĕшпе çăхавсем сахалрах пулнă та - çакăнта служба ĕçченĕсен тÿрĕ кăмăллă ĕçĕн витĕмĕ пурах.
Капиталлă строительство объекчĕсен строительствин проекчĕсене пурнăçланă чух транспорт тата коммуналлă инфратытăм тĕлĕшпе тухса тăракан чăрмавсене сирчĕç. Строймин ертÿçи Олег Марков палăртнă тăрăх - унччен строительство организацийĕсем объектсене муниципалитетсене пама пултарайман, хальхи йышăну вара шăпах çак чарăва пăрахăçлать.
Шупашкарти электромеханика колледжĕн ятне улăштарасси тавлаштармарĕ. Вĕренÿ министрĕ Владимир Иванов çак заведени ячĕ-сумĕ пысăкки çинчен каланă май вăл халь студентсене автоматизаципе электроника енĕпе те вĕрентнине çирĕплетрĕ - тĕнче шайĕнчи специалистсем тухаççĕ. Ĕçне кура - статусĕ те. Халĕ колледжăн унчченхи ячĕ çумне «Регионсен пĕрлехи компетенци центрĕ» тени хушăнать.
Правительство йышăнăвĕн сывлăх сыхлавĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Татьяна Богданова паллаштарнă проекчĕ медиксене пырса тивет. Халиччен яла ĕçлеме каякан 45 çулчченхи врачсене пĕр хут паракан компенсаци тÿлевĕпе хавхалантарнă. Ку йышăну вара «Земство тухтăрĕ» программăна хутшăнмалли условисене анлăлатать. Хула йышши поселоксене каякансем те тÿлев илме пултарĕç. Çавăн пекех программăна хутшăнма пултаракан медиксене «аслăлатнă» - 50 çул таран. Сăмах май, хальхи вăхăтра Чăваш Енре врачсен шучĕ 4,8 пине яхăн çынпа танлашать. Çав шутра 1009-шĕ - ялсенче ĕçлекенсем. Ялсене врачсемпе комплектласси 2015 çулта 77,8% танлашнă, çакă 2014 çулхинчен 4,7% пысăкрах. Пĕтĕмпе вара «Земство тухтăрĕ» программăна пурнăçлама тытăннăранпа республикăри медицина организацийĕсене 278 врач килнĕ. Уйрăмах Канаш, Патăрьел, Муркаш, Шупашкар районĕсем шурă халатлă нумай çынна йышăннă. 2012-2015 çулсенче асăннă программăна пурнăçланă май ялсенчи медицина организацийĕсенче кашни 10 пин çын пуçне тивекен врачсен шучĕ 18,7-рен 19,2 таран ÿснĕ.
Лару Министрсен Кабинечĕн маларах тунă хăшпĕр йышăнăвне улшăнусем кĕртессине ырланипе вĕçленчĕ.
Николай КОНОВАЛОВ