Прокурор пĕтĕмпех курма тивĕç

Республика прокуратури ĕнер хăйĕн иртнĕ çулхи ĕçне пĕтĕмлетрĕ. Коллегин анлă ларăвне ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, право хуралĕн органĕсен ертÿçисем, ыттисем хутшăнчĕç.

Чăваш Ен прокурорĕ Сергей Легостаев хăйĕн докладĕнче палăртнă тăрăх - иртнĕ çул прокуратура преступлени тăвассипе, уйрăмах коррупципе тата наркотиксемпе çыхăннă преступленисемпе, бюджет укçине хапсăннин тĕслĕхĕсемпе кĕрешессине тĕпе хунă. Паллах, çынсен прависене хÿтĕлесси те ĕçĕн тĕп çул-йĕрĕсен шутĕнче пулнă. Право хуралĕн ытти органĕпе çыхăну тытса ăнăçлă ĕçленин тĕслĕхĕсен шутĕнче прокурор темиçе фирма «финанс пирамидин» мелĕпе çынсене улталанине тăрă шыв çине кăларнине асăнчĕ. Çав тĕслĕхсемпе 10 уголовлă ĕç пуçарнă, шар курнисен шучĕ питĕ пысăк - 2 пин çын ытла. Çавăн пекех управляющи компанисем ресурссемпе тивĕçтерекен организацисен умĕнче пысăк парăма кĕрсе кайнине те курмăш туман - вĕсене 125 млн тенкĕ ытла тÿлеттернĕ, укçана вăрланă тĕслĕхсене тупса палăртнă.

Коррупципе кĕрешес ĕç те курăмлă. Чăн та, кунашкал преступленисем 30: чухлех чакнă, взяткăпа çыхăннисем 60: сахалланнă. Çакăнта, паллах, республикăра киревсĕр çак пулăмпа çине тăрса кĕрешнин витĕмĕ те пур. Анчах канашлура асăннă йышши преступленисене сахалрах регистрациленин кăмăлсăр сăлтавне те пытармарĕç: чылай районта, сăмахран, взятка илнипе çыхăннă пĕр тĕслĕхе те тупса палăртман. Унашкалли, иккĕленмеççĕ, пур, эппин, тивĕçлĕ органсем ку енĕпе çине тăрса ĕçлемеççĕ - çавă çеç.

Бюджет укçине хапсăнакансем вара - сахал мар. Калăпăр, шыв хуçалăхĕн комплексне аталантармалли программăна пурнăçланă чух федераци тата республика бюджечĕсен 1,8 млн тенкине вăрлани çиеле тухнă. «Строительство компанийĕ - Атăл» ООО гендиректорĕ хăйĕн ĕçченĕсене тата пурлăхне страхланă пек кăтартнă та - ултавлă мелпе укçа илнĕ.

Хĕрлĕ Чутай районĕн администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ маларах хăй ертсе пынă предприятие «усă кÿнĕ»: автоçула юсама усă курнă хăйăр хакне пилĕк хут ытла хаклатса кăтартнă. Çапла майпа вырăнти бюджета çак контрактпа кăна 1,1 млн тенкĕ сиен кÿнĕ. Хĕрлĕ Чутай районĕн бюджечĕн дефицичĕ 12,1 млн тенкĕпе танлашнине шута илсен пуçлăх заместительне пула район мĕнешкел тăкак тÿснине чухлама йывăр мар. Сăмах май, ăна муниципалитет службинчен хăтарнă ĕнтĕ. Уголовлă ĕç пуçарнă.

Прокурор заместителĕсен Виталий Щетинкинпа Александр Григорьевăн доклачĕсем те тиркевлĕ пулчĕç. Пĕлтĕр республикăра регистрациленĕ преступленисен шучĕ юлашки çулсенче пуçласа нумай хушăннă - 13,8:. Преступленисене уçса парасси чакни çакăнпа та çыхăннă-тăр. Пĕтĕмĕшле статистикăн çурри - йывăр мар преступленисем. Анчах Патăрьел, Вăрмар, Çĕрпÿ районĕсенче çын вĕлернĕ тĕслĕхсем нумайланни тивĕçлĕ мерăсем йышăнмашкăн хистеме тивĕç. Криминал лару-тăрăвĕ Комсомольски, Хĕрлĕ Чутай, Сĕнтĕрвăрри, Шăмăршă тăрăхĕсенче, ытти хăшпĕр районта палăрмаллах япăхланнă.

Пĕлтĕр судсем уголовлă майпа айăплав тăратнă 12 çынна тÿрре кăларнине прокуратура вырăнсенчи прокурорсен ĕçĕн çитменлĕхĕ тесе те хаклать. Эппин, е айăпсăр çĕртех явап тыттарма тăнă, е следствипе дознани органĕсем кирлĕ пек ĕçлемен. 11 çынна следстви органĕсем саккуна пăсса айăплама тăнине тупса палăртнă. 52 уголовлă ĕçе судсем каялла тавăрса панă. Ларура пытармарĕç: çакă следовательсен айван йăнăшĕсемпе сăлтавланнă. Çав йăнăшсене прокурорсен маларах курмалла пулнă ĕнтĕ, анчах - асăрхаман...

Преступлени туса кÿнĕ сиене саплаштарас тĕлĕшпе çине тăрарах ĕçлемелли пирки те сăмах пулчĕ. Уголовлă ĕçсене суда париччен айăплисем сиенĕн 34: саплаштарнă - ку çителĕксĕр. Вĕсен 240 млн тенкĕлĕх пурлăхне арестленĕ, ку пĕтĕм сиен калăпăшĕн 54: танлашать.

Ĕç паракансем хăйсен ĕçченĕсене вăхăтра тата туллин шалу тÿлессине тивĕçтерес тĕлĕшпе нумай ĕçлени куçкĕрет. А.Григорьев палăртнă тăрăх - прокурорсем çине тăнипе тÿлеттернĕ ĕç укçин виçи 149 млн тенкĕпе танлашать. Çапла вара пĕлтĕр ÿссе пынă, 48,6 млн тенке çитнĕ парăм виçине икĕ хут чакарма май килнĕ, ăна çулталăк пуçламăшĕнчи виçе шайне /22,5 млн тенкĕ/ антарнă.

Ахальтен мар-тăр граждансем прокуратурăна шанасси çирĕпленсех пырать. Çакă вĕсенчен йышăнакан ыйтусемпе çăхавсен шучĕ пысăккипе те çирĕпленет: пĕлтĕр 41 пин ытла ыйту йышăннă - виçĕмçулхинчен 10: нумайрах. Урăхла каласан республикăра пурăнакан кашни 30-мĕш çын прокуратурăран пулăшу ыйтнă. Çав ыйтусен çурринчен ытларах пайне тишкерсе татса панă. Çынсене уйрăмах пурăнмалли çурт-йĕрпе ĕçлеве, çĕрпе ЖКХна пырса тивекен саккунсене пăсни пăшăрхантарать. Çăхавсен пысăк пайĕ шăпах çак ыйтусемпе çыхăннă.

Николай КОНОВАЛОВ



Республикăра тухса тăракан хаçат "Хыпар"
12 февраля 2016
13:15
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter