Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чулхулара ĕçлĕ визитпа пулнă

Нарăс уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чулхулара ĕçлĕ визитпа пулнă. Хулари автомашина калăплакан заводра РФ транспортсене газпа çӳретес ыйтупа çыхăннă ларăвăн ĕçне хутшăннă. Патшалăх парса тивĕçтерекен пулăшусем пирки анлăн сӳтсе явнă. Ĕçе РФ Президенчĕн Атăлçи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич, «Газпром» ПАО Правленийĕн Председателĕ Алексей Миллер, Атăлçи тăрăхне кĕрекен регионсен ертӳçисем, тĕрлĕ автомашинăсем калăплакан предприятисен пуçлăхĕсем хутшăннă. РФ Президенчĕн Атăлçи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич хăйĕн сăмахĕнче çакăн йышши мероприятийĕн тĕп тĕллевĕ регионсенче палăртнă ыйтупа анлăрах ĕçлемеллине, пуласлăх валли ĕç планне пăхса тухмаллине каланă. Ĕçе кирлĕ пек шайра пурнăçлама РФ Президенчĕ кăтартусене те пăхса тухнă, çул-йĕр карттине йышăннă, ĕç ушкăнĕсене палăртса хунă, Газпромпа ĕçлемелли Килĕшӳ ĕç хутне çирĕплетнĕ. Хальхи вăхăтра çут çанталăк газĕпе ĕçлеттермелли машинăсем валли автозаправкăсем хута яма 120 çĕр лаптăкне йышăннă,  пĕтĕмпе 3,2 млрд. тенкĕ 1,5 пин единица техника туянма уйăрнă.  Михаил Бабич округра Чăваш Республики халăха транспортпа турттаракан техникăна илсе çӳретнĕшĕн хушма витĕм кӳрекен чи ăнăçлă пиллĕк регион шутне кĕнине асăннă. «Çĕнĕ пуçаруллă ĕçсем пур пулин те,  лартнă тĕллевсене туллин пурнăçлани сисĕнсех каймасть. Паллах, ыйтусене пĕтĕмпех пурнăçа кĕртмелле», - тесе каланă Михаил Бабич. Йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем те пур, анчах та вĕсене те çитес вăхăтрах татса памаллине асăннă. Калăпăр, машинăсене пулăшу паракан сервисăн шайĕ çав тери пĕчĕк пулни курăнать. Нумай чухне техникăна урамра тирпейлеççĕ. Сăлтавĕ те паллă, хăрушсăрлăха пăхăнасси. Тепĕр сăлтавĕ те паллă – топливăпа тивĕçтерекен заправкăсен сечĕ ансăр пулни, вĕсем айван аталанни те сисĕнет. Техника хакĕ пысăк пулни те çак сăлтавах кĕрет. Ларура пăхса тухнă ыйтусен йышăнăвĕсем, шăпах та малашнехи çул-йĕрсенче йывăрлăхсене татса пама пулăшассине палăртса хăварнă. «Газпром» ПАО Правленийĕн Председателĕ Алексей Миллер хăйĕн сăмахĕнче газпа çӳрекен техникăн пуласлăхĕ пуррине, экологи енчен таврана сыхласа хăварнине, хакне илес пулсан та ытти топливăран хаксем пĕчĕкрех пулнине аса илнĕ. Çутçанталăк газĕпе усă куракансен йышĕ 2014-мĕш çулхипе танлаштарсан, 2015-мĕш çулта чылай нумайрах пулнине палăртнă. Кăçал тĕнчипе пĕтĕмпе çĕнĕ станцисем - çут çанталăк газĕпе тивĕçтерекен 36 объект хута яма палăртса хунă. Ларура пухăннисем машинăсем калăплакан производствăсен ĕç-хĕлĕ пирки те тĕплĕн сӳтсе явнă. Канашлу вĕçленнĕ хыççăн, Михаил Игнатьев журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май, çӳлерех асăннă ыйтăва пурнăçа кĕртсе пырассипе регионта тапхăр-тапхăррăн ĕçлесси пирки палăртнă. Чăннипех те палăртнă топливăн хакĕ ыттисемпе танлаштарсан, самай пĕчĕк пулнине асăннă. Регионта çĕнĕ станцисем хута яма палăртнине каланă. Михаил Игнатьев Газпром ертӳçипе Алексей Миллерпа Чăваш Енри Атăл леш енне çутçанталăк газĕпе тивĕçтересси пирки те ыйтăва пăхса тухнине пĕлтернĕ. Ĕçе инвестици программипе килĕшӳллĕн пурнăçлассине асăннă. 2016-мĕш çул кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне регионта пĕтĕмпе 330 пин автомашинăна шута илнĕ, вĕсенчен 6 проценчĕ газпа çӳрет. Палăртнă ыйтупа тĕплĕнрех ĕçлес тесе, ĕç планне те çирĕплетнĕ. Енчен те предприятисемпе организацисем хăйсен  автомашинисене газпа çӳретеççĕ пулсан, вĕсен налук пайĕ 20 % пĕчĕкленет. Паянхи куна Чăваш Енре пĕтĕмпе 55 станци газпа машинăсене тивĕçтерет.  Патшалăх программине тĕпе хурса тата та регионта 5 объект хута яма палăртса хунă. Вĕсене валли çĕр лаптăкĕсене те йышăнса хăварнă. Станцисене Канаш хулипе районĕнче, Шупашкарта тата Çĕнĕ Шупашкарта хута яма тĕллев лартнă. Тĕплĕнрех



15 февраля 2016
09:38
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter