Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Ташă фейерверкĕ» спорт мероприятине хаваслă лару-тăрура уçнă çĕре хутшăннă

Нарăс уйăхĕн 14-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Ташă фейерверкĕ» республика Пулăхĕн пĕрремĕш уçă Кубокне хаваслă лару-тăрура уçнă çĕре хутшăннă. Палăртнă мероприятине И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче йĕркеленĕ. Паллă пулăма Чăваш Республикин спорт министрĕ Сергей Шелтуков, Чăваш Республикинчи ташă спорчĕн федерацийĕн президенчĕ Ольга Яруткина, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ ректорĕ Андрей Александров хутшăннă. «Илĕртӳллĕ спорта пухăннисене тата спортăн ăмăртăвне хутшăнма кăмăл тунисене пурне те ăшшăн саламлатăп. Ташă спортне хутшăнма кăмăл тăвакансен шучĕ ӳссе пыни куçкĕретех курăнать. Ку, паллах, чи пахи. Пурне те спортра ăнăçлă хăвăра кăтартса пама сĕнетĕп. Сирĕн спортри уçă кăмăл малашне тата та çĕнĕрен те çĕнĕ çитĕнӳсем тума пулăштăр», - тесе каланă Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Ăмăртусен тĕп судьи Елена Чарова Раççейри Ташă спорчĕн пĕрлешĕвĕн ячĕпе Чăваш Ен Пуçлăхне   спорта аталанса пыма витĕм кӳнĕшĕн тав сăмахĕсене каланă. Ăмăртусене Раççейри 6 регионти 11 хуларан пĕтĕмпе 506 мăшăр хутшăннине пĕлтернĕ. Ачасем 10 çултан пуçласа 20 çула çитнисем тата аслăраххисем. Спортсменсем ташă ăсталăхне кăтартса панă. Ăмăртусене Мускав, Тутарстан, Мордови, Марий Эл, Чăваш Ен, Ульяновск, Чул хула, Самара, Киров тата Пенза хулисенчен судьясем хакланă.Тĕплĕнрех

 



15 февраля 2016
09:12
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter