Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çĕрпӳ районĕнче ĕçлĕ визитпа пулнă

Нарăс уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çĕрпӳ районне ĕçлĕ визитпа çитсе килнĕ. Муниципалитетăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн пĕлтĕрхи çул ĕç кăтартăвĕсене пăхса тухнă, кăçалхи çул валли тĕллевсене палăртнă.  Михаил Игнатьев хальхи вăхăтра республикăри мĕнпур хуласемпе районсенче те çакăн йышши мероприятисем иртнине асăннă. «Пирĕн çакнашкал мероприятсене хутшăнасси йăлана кĕчĕ. Пире ĕçсем регионта пурăнакансен кăмăл-туйăмне, вĕсене хумхантаракан ыйтусене туххăмрах татса пама пулăшаççĕ», - тенĕ вăл. Республика бюджечĕн тăкак пайĕ пĕтĕмпех патшалăх программисене пурнăçа кĕртсе пынипе çыхăннине пĕлтернĕ. РФ Уçă Правительствин хаклавĕ тăрăх, РФ субъекчĕсем хушшинче Чăваш Республики чи ăнăçлă ĕçлесе пыракан 9 регион шутне кĕнĕ. Республика Правительстви Федераци Правительствипе тачă çыхăнса ĕçленине кура, республикăна хушма укçа-тенкĕ аванах кĕрсе пынине каланă. Нарăс уйăхĕн 11-мĕшĕнче РФ Правительствин ларăвĕнче ял хуçалăхне витĕм кӳресси пирки, Чăваш Енри выльăх-чĕрлĕх пайне аталантарма илнĕ инвестици кредичĕсен процент пайне каялла тавăрса пама 217 млн. тенкĕ пулăшу куçарса пама йышăннă - ку пысăк çитĕнӳ.    Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев регионти социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене туллин татса парасси пирки палăртнă. Кунсăр пуçне Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕпе «МСП Корпораци» АО хушшинчи Килĕшĕве алă пусса çирĕплетнине пĕлтернĕ.  Çак асăннă ĕç хутне тĕпе хурса, республикăри вак тата вăтам предпринимательлĕхе аталанса пыма пулăшу пулассине уйрăммăн палăртса хăварнă. «Сахал мар ĕç пурнăçланă, пуласлăхра ĕçлемеллисем татах та пур-ха. Енчен те пирĕнтен кашни çын Тăван çĕршыв пуласлăхĕшĕн тăрăшса вăй хурсан, çитĕнӳсем ырă енне улшăнса пырассине пĕрре те иккеленместĕп», - тесе каланă Михаил Игнатьев. Çĕрпӳ район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Казаков хăйĕн докладĕнче муниципалитетăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн çул-йĕрĕ пирки тĕплĕн чарăнса тăнă, кăçалхи çул валли лартнă тĕллевсемпе паллаштарнă. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, район бюджетне 99,2 процент чухлĕ пĕлтĕрхи çул пурнăçланă. Налуксемпе кăтартусем лайăх пулнине, 112,5 процентпа танлашнине пĕлтернĕ. Район бюджечĕн тăкак пайне 97,5 процент пурнăçланă. Ял хуçалăх пайĕнче ырă улшăнусем пулнине асăннă. Районта ял хуçалăх пайĕнче инвестициллĕ 6 проект пурнăçа кĕнине пĕлтернĕ. Таварсен калăпăшĕ ӳсни  те куçкĕретех. Паянхи пысăк тĕллев - çурхи ĕçсене валли тĕплĕн хатĕрленесси. Усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртсе хăварасси те приоритетлĕ ыйтусенчен пĕри шутланать. Палăртса хăвармалла, пĕлтĕр Çĕрпӳ районĕнче вак тата вăтам предпрнимательлĕхсен шучĕ ӳснĕ. Пĕрремĕш класса килнĕ ачасем нумайланнă, çамрăксем кулленех спорта çӳрекенсем 70 процента хăпарни те лайăх кăтарту. Ача сачĕсенче черетсем пачах та çук. Районта ашшĕ-амăшĕ хӳтлĕхĕсĕр тăрса юлнă ачасене 127-шне учĕта илнĕ, вĕсенчен 126-шĕ çемьесенче усранать, пĕр ачана интерната вырнаçтарнă. Çула çитмен ачасем йĕркене пăснă тĕслĕхсен шучĕ çурри ытла чакнă. Пĕлтĕр муниципалитетра 3 ФАП хута янă, тĕп больницăра ачасен уйрăмне тĕпрен юсав ĕçне йĕркеленĕ. Районта ĕçсĕррисен шучĕ республикăрипе танлаштарсан сахал. Паянхи пурнăç таппишĕн çамрăк кадр ыйтăвĕсем çивĕч тăраççĕ. Пурăнма юрăхсăра тухнă çуртсенчен çынсене куçарса, лайăх хваттерсемпе тивĕçтерес ĕç туллин пурнăçланнă. Михаил Игнатьев доклада итленĕ хыççăн, район кăтартăвĕсем питĕ лайăх пулнине, çынсене хăтлă хваттерсемпе тивĕçтерес ыйту кирлĕ пек шайра пурнăçланса пынине, республикăра ыттисенчен чылай лайăх пулнине асăннă.  Çамрăк çемьесене хваттерсемпе тивĕçтерессипе те курăмлăн ĕçлесе пыма сĕннĕ. Инфратытăма аталантарассине, нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕпе тивĕçтерес ыйту çине те пысăк тимлĕх уйăрма хушнă. Паянхи куна нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркеленĕшĕн халăхран пухăнакан укçан виçи сахал пулнине асăннă. Кашни çын хăйĕн пурлăхĕшĕн яваплă, укçана вăхăтра пухма сĕннĕ. Енчен те муниципалитетсенче çуртсене тĕпрен юсав ĕçĕшĕн укçана 70-75 процентран ытла та пухсан, вĕсен çурчĕсене малрах та юсама май пуррине асăнса хăварнă. Предпринимательлĕх ыйтăвĕсем пирки калаçнă май, Михаил Игнатьев кăçал кăрлач уйăхĕн вĕçĕнче РФ Общество палатинче Чăваш Ен презентацийĕ иртнине аса илнĕ. Ун чухне регионти малта пыракан предприятисен ĕç-хĕлĕпе тĕплĕн паллаштарнине, уйрăмах Çĕрпӳрен çăматăсем калăплакан предприяти хăйĕн куравне хатĕрлесе тăратнине палăртнă. Паян çак тавар республика шайĕнче çав тери паха пулнине асăннă. Чăваш Республикин экономика министрĕн пĕрремĕш çумĕ – Инна Антонова предприятисемпе организацисем хăйсем патĕнче тăрăшакансене конвертсемпе ĕç укçине панă пирки тĕслĕхсем тавра канашланă. Эрех-сăра сиенĕ, ăна ултавлă майпа халăха сутни çинчен, çынсем наркăмĕшпа аптрани пирки каласа хăварнă. Чăваш Республикин финанс министрĕн çумĕ Светлана Иванова бюджетпа çыхăннă ыйтусем пирки сăмах пуçарнă. Муниципалитет палăртнă ыйтупа епле ĕçлени пирки чарăнса тăнă. Канашлура Чăваш Республикин ял хуалăх министрĕ Сергей Артамонов тата  Шупашкарти кооператив институчĕн ректорĕ Валерий Андреев тухса калаçнă. Республика Пуçлăхĕ халăха кăсăклантаракан ыйтусене хурав панă. Çынсем сĕт хакĕ пĕчĕк пулнишĕн пăшăрханаççĕ. Çĕр ыйтăвĕсене, тăлăхсене хваттерпе тивĕçтерес ыйту епле пурнăçланни пирки ыйтса пĕлнĕ. Канашлăва пĕтĕмлетнĕ май, Михаил Игнатьев малашнехи пурнăçра вĕренӳ пайне модернизацилесси çине ытларах тимлĕх уйăрассине пĕлтернĕ. Медицина енĕпе те хăш-пĕр ыйтусене кăçал татса пама май килнине, уйрăмах кадрсен ыйтăвĕ тĕплĕн пурнăçланассине асăннă. Паянхи çитĕнекн ăрăва Тăван çĕршва юратма, аслисене хисеплеме, çемье ăшшине, пуянлăхне упрама, Чăваш Ен халăх ырăхĕшĕн пурне те тăрăшса ĕçлеме чĕнсе каланă Михаил Игнатьев. Çамрăксене пултаруллă ĕçшĕн, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине тивĕçнисене, свидетельство парса хавхалантарнă, ялти çĕр ĕçченĕсене  Тав çырăвне парса чысланă. Çак кун Михаил Игнатьев Çĕрпӳри ĕç династийĕн членĕсемпе тĕл пулнă, вĕсемпе ял хуçалăх пирки сӳтсе явнă.  Халăх республика Пуçлăхне Ĕç çыннине хисеплеме вĕрентнĕшĕн, чыс та мухтав тенĕ. «Кăçалхи çула Ĕç çыннин çулталăкне халалланă. Эпир яланах ĕçлекен çынна пысăка хунă. Вĕсем, шăпах та республика аталанăвĕшĕн ырми-канми тăрăшнă. Паянхи çамрăксем вĕсенчен тĕслĕх илсе çитĕнеççĕ. Эсир, чăннипех те, пуриншĕн те тĕслĕх вырăнĕнче», - тесе каланă Михаил Игнатьев «çавра сĕтел» мелĕпе ирттернĕ калаçăва пухăннисене.

Тĕплĕнрех 



15 февраля 2016
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter