Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев нарăс уйăхĕн 14-мĕшĕнче пĕтĕм Раççейри «Йĕлтĕр йĕрĕ – 2016» спорт ăмăртăвне хутшăннă

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев нарăс уйăхĕн 14-мĕшĕнче пĕтĕм Раççейри «Йĕлтĕр йĕрĕ – 2016» спорт ăмăртăвне хутшăннă. Хаваслă пулăма Чăваш Республикин тĕп хулинче Шупашкарта уçнă май, Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче  «Йĕлтĕр йĕрĕ» чупу йăлана кĕнĕ спорт уявĕ пулса тăнине каланă. Пĕлтĕр çак ăмăртусене пĕтĕмпе 50 пин ытла çын хутшăннине пĕлтернĕ. Сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансене, спорта тухнисене пурне те чĕререн саламланă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев йĕлтĕр çине тăрса ыттисемпе пĕр тан старта тухнă, спорта кăмăл тăвакансемпе тĕл пулса калаçнă. Чи малтан старта 2016 метр чупакансем тухнă. VIP-чупу хыççăн, ыттисем 3 çухрăма чупса ăмăртнă, 5 çухрăма вара ятарлă спортсменсем тата 18 çула çитнĕ яш-кĕрĕм, 10 çухрăма 19 çултан иртнисем старт илнĕ. Палăртма кăмăллă старта Пĕтĕм Раççейри 70 субъектра спорт ăмăртăвне тухнă. Кăçал вăл 34-мĕш хут иртнĕ. Çак ăмăртăва хутшăнма кăмăл тăвакансен шучĕ çулсерен куçкĕретех ӳссе пырать. Тĕплĕнрех 

 



15 февраля 2016
08:39
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter