«Йӗлтӗрӗ йӗрӗ — 2016» акцие чи малтан республика Ертӳçи Михаил Игнатьев Каçал районне çитсе килнĕ

Нарăс уйăхĕн 14-мĕшĕнче пĕтĕм Раççейри 70 субъектра «Йĕлтĕр йĕрĕ-2016» массăллă чупу иртнĕ. Асăннă спорта кăмăл тăвакансен шучĕ çулсерен ӳссех пырать. Çак кун чи малтан республика Ертӳçи Михаил Игнатьев Каçал районне çитсе килнĕ. Кунта сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнакан 1500 çын старта тухнă. «Чăннипех те, сире спортпа туслă пулнăшăн тав тăватăп. Эсир хăвăрăн юратнă çĕрĕн патриочĕсем. Çак ăмăртусем пире пурсăмăра та пĕр чăмăра пухаççĕ, ырă ĕçсем йĕркелеме пулăшаççĕ. Кашни çынăн кăмăл-туйăм вăй хăватне ӳстерме, çитĕнӳсем патне ăнтăлма хистеççĕ. Паянхи ăмăртăва килнисем пурте çĕнтерӳçĕсем», - тесе каланă Михаил Игнатьев. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев VIP-чупăва тухнă, 10 çухрăм ытла йĕлтĕрпе чупса килнĕ. Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май, Михаил Игнатьев Каçал ен районĕнче йĕлтĕрпе чупмалли трассăна лайăх хатĕрленине палăртнă.  «Паян республикăри мĕнпур хуласемпе районсенче çынсем йĕлтĕрпе чупма тухнă. Каçал ен районĕнче ватти-вĕтти ир-ирех йĕлтĕр çине тăрса старт илнĕ», - тесе асăннă Михаил Игнатьев. «Каçал Ен районĕнче 15 çул ытла ĕнтĕ çакăн пек йĕлтĕр йĕрне хатĕрлеменни. Паян Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе пĕрле йĕлтĕр çине тăрса трассăна пĕтĕмпех хаклама пултартăмăр. Паллах, кăштах ывăннине те туйрăмăр, анчах та кăмăл çав тери лайăх уçăлса кайрĕ, хушма вăй кĕчĕ. Ватти-вĕтти йĕлтĕр çине тăни пурне те   хавхалантарчĕ. Малашне те çак ырă йăлана тытса пыма тăрăшăпăр», - тенĕ Каçал ен район администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Самаркин. Рафик Тимергалеев хăйĕн çулĕсене пăхмасăрах, кашни çул ăмăртăва хутшăнать. «Эпĕ мĕн ачаран йĕлтĕрпе ярăнма юратнă. Çак ăмăртусем пирĕн кăмăла тата та çĕклесе яраççĕ. Ытти çулсенче пирĕн районта кун пек трасса пачах та пулман. Çĕнĕ пуçлăх района килни çĕнĕ юхăм чĕртсе ячĕ. Ку пире пурне те савăнтарать», - тесе пĕлтернĕ ватă хăйĕн шухăшне. «2-мĕш №-лĕ шкулта вĕрентекен физкультура учителĕ Алексей Тихонов спорт ăмăртăвне хăйĕн вĕренекенĕсемпе килсе çинĕ. Вĕсем кашни çул ăмăртусене хутшăннине пĕлтернĕ. Йĕлтĕр йĕрне пĕтĕм чунран тăрăшса хатĕрленине, ăмăртусем кашни çын чĕринче нумайлăхах асра юлтăрччĕ тесе тăрăшнине каланă. Чи малтан старта 2016 çухрăма чупакансем тухнă. Кайран вара – 3,5 тата 10 çухрăм чупакансем хăйсен вăйне виçнĕ. Мала тухнисене медальсемпе парнесем парса хавхалантарнă. Тепĕр хут палăртса хăваратпăр, Чăваш Енре спорта аталантарас тĕлĕшпе пур условисене те çителĕклĕ таран хатĕрленĕ. Республикăри кашни районпа хуласенче физкультурăпа спорт комплексĕсене хута янă. Тĕплĕнрех



15 февраля 2016
09:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter