Граждансене ишĕлекен çурт-йĕртен куçармалли программа чи пĕлтерĕшлисенчен пĕри

Республика Правительствишĕн граждансене ишĕлекен çурт-йĕртен куçармалли программа чи пĕлтерĕшлисенчен пĕри. Çакна тĕпе хурса, шăпах та  нарăс уйăхĕн 16-мĕшĕнче Шупашкарта пурăнакансене хăтлă хваттерсен уççисене парса хавхалантарнă. Паллă пулăма Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Шупашкар хула ертӳçи  Леонид Черкесов хутшăннă. Пĕлтерĕшлĕ программăна пурнăçланă чухне тунă пирĕн çитĕнӳсене федераци шайĕнче те палăртнă. Раççей Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Чăваш Енре ку енĕпе, округри ытти регионсемпе танлаштарсан, лару-тăру лайăххине çирĕплетнĕ. Чăваш Республикинче пурăнакан 13100 çынна хăтлă çурт-йĕрпе пурăнма куçармашкăн 5 млрд. 100 млн. тенкĕ яма палăртса хунă. Çак ĕçе 2017-мĕш çул авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне пĕтĕмпех пурнăçласа пĕтерме тĕллев лартнă. «Хальхи вăхăтра Чăваш Республикинче программăпа килĕшӳллĕн 6,5 пин çынна хăтлă хваттерсене пурăнма куçарнă.  Çак ĕç валли 2 млрд.780 млн. тенкĕ тăкакланă», - тесе пĕлтернĕ Михаил Игнатьев. Хваттере куçакансем пĕтĕмпех çурт-йĕре бюджет укçипе тивĕçнĕ. Республика Пуçлăхĕ çĕнĕрен хута каякан объектсенче строительство ĕçĕсен пахалăх шайĕ пысăк пулмаллине асăннă. «Енчен те кăлтăксене тупса палăртрăр пулсан, вĕсем пирки подрядчиксене çийĕнчех пĕлтермелле, вĕсен ăна тирпейлемелле», - тесе асăрхаттарнă Михаил Игнатьев. Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов Чăваш Ен тĕп хулинче халăха хăтлă хваттерсемпе тивĕçтерес программăсем пурнăçа лайăх кĕрсе пынине, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кашни объекта вăхăтра хута янине, çуртсен пахалăхĕ федераци шайĕнче пулмаллине çирĕп тĕрĕсленине пĕлтернĕ вăл. Чăваш Республикин Пуçлăхне Михаил Игнатьева, Чăваш Ен Правительствине, хула ертӳлĕхне çĕнĕ хваттере тин çеç куçнă Нина Марьина паллă пулăма пухăннисен ячĕпе тав сăмахĕсем каланă. «Пирĕн ыйтăва татса парас ĕçе тимлĕх уйăрнăшăн, çакăн пек илемлĕ те хăтлă хваттерсемпе çынсене тивĕçтернĕшĕн чун-чĕререн пысăк тав калатпăр», - тенĕ вăл.  Регион Ертӳçи хваттерсенчи пӳлĕмсене пăхса çаврăннă, условисемпе паллашнă.  Хăш-пĕр кăлтăксене тупнă. «Тăтăшах республикăра çĕнĕрен те çĕнĕ фермăсем хуçалăхсенче хута каяççĕ.  Фермăна уçса кĕмелли алăксене те  хальхи пурнăç таппипе тӳр килекеннисене вырнаçтараççĕ. Паянхи пеккине курман вара. Хăвăрт йĕркене кĕртĕр. Пĕтĕмпех алăксене çĕнĕрен лартăр», - тесе çирĕппĕн асăрхаттарнă Михаил Игнатьев подрядчиксене. "Кунта хваттерсенче пурăнакансенчен, чылайăшĕ пирĕн сумлă ветерансем. Çавăнпа та вĕсене валли кирлĕ условисем пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулмалла", - тенĕ сăмаха малалла тăснă май Михаил Игнатьев.

 Тĕплĕнрех



16 февраля 2016
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter