Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Вăрнар районĕнче

Нарăс уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Вăрнар районĕнче.  Республика Пуçлăхĕ вырăнта Вăрнар районĕн ертӳçипе – район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕпе Валерий Шумиловпа тата Вăрнар район администрацийĕн пуçлăхĕпе Леонид Николаевпа тĕл пулнă. Калаçу вăхăтĕнче ертӳçĕсем промышленноç комплексне аталантарас, вак тата вăтам предпринимательлĕхе, аграри тытăмне вăйлатас, халăха вăхăтра ĕç укçипе тивĕçтерес ыйтусене сӳтсе явнă.  Леонид Николаев хăйĕн сăмахĕнче регион ертӳçине промышленноç предприятийĕсен пĕлтĕрхи ĕçĕсемпе паллаштарнă, таварĕсене калăплассин кăтартăвĕ 2014-мĕш çулхипе танлаштарсан, самай ӳснине пĕлтернĕ. Вак тата вăтам предпринимательлĕх пайĕнче те ӳсĕмсем пурри куçкĕретех, пĕлтĕрхи кăтартупа танлаштарсан 5 процент ӳсни сисĕнет. «Районăн шалти резерв пысăк. Вĕсене пĕтĕмпех кирлĕ пек усă курмалла. Паянхи пурнăç таппинче çĕнĕлле ĕçлеме пĕлмелле, çĕнĕрен те çĕнĕ проектсене хатĕрлемелле. Халăх валли пысăк технологиллĕ ĕç вырăнĕсене тупмалла. Çынсен ĕç укçин виçи те пĕчĕк пулмалла мар», - тесе каланă Михаил Игнатьев. Паян регион Ертӳçи районта социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн çул-йĕрĕсене пĕтĕмлетессипе çыхăннă анлă ларăвăн ĕçне хутшăнать. 2016-мĕш çул валли тĕллевсене палăртĕç. Кунсăр пуçне Михаил Игнатьев муниципалитетри çамрăк ĕçченсемпе те тĕл пулĕ. Тĕплĕнрех



16 февраля 2016
15:17
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter