Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Вăрнар районĕнче пулнă

Нарăс уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Вăрнар районĕнче пулнă, муниципалитетăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн çул-йĕрĕсене 2015-мĕш çулшăн пĕтĕмлетнĕ, кăçалхи çул валли çĕнĕ тĕллевсене лартнă.  Паллă мероприятине Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, республикăри ĕç тăвакан влаç органĕсен представителĕсем, Вăрнар районĕнче тăрăшакан предпринимательсем, вырăнти актив пуçтарăннă. Ларăва пухăннисене саламланă май, Михаил Игнатьев пурне те уççăмăн калаçма чĕнсе каланă. Татса паман ыйтусем пирки пĕрне-пĕри пĕлтерни, йывăрлăхсене вăхăтра сирсе яма пулăшнине асăннă. Муниципалитетăн 2015-мĕш çул ĕç кăтартăвĕсем пирки вырăнти администраци пуçлăхĕ Леонид Николаев тĕплĕн каласа кăтартнă, кăçалхи çул валли йышăннă çĕнĕ тĕллевсемпе паллаштарнă. Ертӳçĕ пĕлтерĕ тăрăх, бюджет пĕлтĕрхи çул 101,1 процентпа танлашнă. Республика Пуçлăхĕ ыйтупа тата та тухăçлăрах ĕçлеме чĕнсе каланă. Муниципалитет пурлăхĕпе усă курнăшăн тӳлемен укçасем пирки сăмах пуçарнă май, «Колос» агрофирмăн çĕршĕн пухăннă парăмĕсем пирки чарăнса тăнă. Вĕсем паянхи куна 2 млн.ытла çĕршĕн аренда тӳлеменнине шута илнĕ. Шăпах та кун пирки çивĕч калаçу пуçланнă: «Эпир, республика шайĕнче кун пек тӳрĕ кăмăлпа ĕçлеменнисене тупса палăртса явап тыттаратпăр.  Эсир каланă хак пит пысăк. Енчен те 2 млн.250 пине вăхăтра парса татнă пулсан, ял тăрăхĕсенче пурăнакансен пурнăç условийĕн шайне лайăхлатма меллĕ пулнă пулĕччĕ. Çак ĕçшĕн, эсир хăвăр та яваплă. Енчен те вĕсем вăхăтра укçана тӳлесе пыман пулсан, мĕншĕн килĕшӳ ĕç хутне пăрахăçламан? Ку вара коррупци мар-и? Енчен те кашни çын хăйне шанса панă ĕçе кирлĕ пек шайра пурнăçласа пымасан, вĕсенчен хăтăлмалла», - тесе çирĕппĕн каланă республика Пуçлăхĕ. Район администрацийĕн ертӳçи ял хуçалăхĕпе çыхăннă ĕçсем пирки те чарăнса тăнă, тавар калăпăшĕ пысăк пулнине асăнса хăварнă, ытларах выльăх-чĕрлĕх пайне ырланă.  Муниципалитетра предпринимательлĕх лайăх аталаннине пĕлтернĕ. Вăрнарта социаллă инфратытăм та вăйлă аталанни куçкĕретех. Калăпăр, пĕлтĕр районта 3 ФАП хута янă, ача сачĕсем те çителĕклĕ. Михаил Игнатьев пурăнмалли çурт-йĕр ыйтăвĕ пирки сăмах пуçарнă май, строительсен ĕçĕпе кăсăкланнă. «Пирĕн пурсăмăрăн та пĕр тĕллев – строительство ĕçĕн пахалăх шайне чакарма юрамасть, анчах та объектсен хакне сăлтавсăр ӳстермелле мар. Халăха тивĕçлĕ çуртсем туса памалла», - тенĕ Ертӳçĕ. Районта строительство енĕпе мĕншĕн пĕр фирма çеç ĕçлени пирки те ыйтса пĕлнĕ, ыттисене те ĕçе явăçтарма сĕннĕ. Республикăри ĕç тăвакан влаç органĕсен представителĕсем муниципалитетăн ĕç кăтартăвĕсене хакланă, кашни хăйĕн сĕнĕвне панă. Чăваш Республикин финанс министрĕн çумĕ Фарида Муратова докладра муниципалитетăн кăçалхи бюджет планĕ пирки асăннă, харпăр хăй тупăшĕ районăн 160,4 млн. тенкĕпе танлашмаллине пĕлтернĕ. «Район пуян, пуласлăх пур. Промышленноç лайăх ĕçлет», - тенĕ Михаил Игнатьев. Халăха ĕç укçипе тивĕçтересси пирки те сăмах пуçарнă. Пĕлтĕр 1368 çынна ĕç укçине конвертпа панă тĕслĕхе шута илнĕ. Ку вара район бюджечĕшĕн йывăрлăх кăларса тăратакан ыйту - ăна пула муниципалитет бюджетне 13 млн. тенкĕ  пуçтарăнманнине пĕлтернĕ Фарида Муратова. Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕн пĕрремĕш çумĕ Татьяна Богданова халăхăн сывлăхĕ пирки ыйтупа калаçнă,  çынсем ытларах пурнăçлан чĕре чирне пула уйрăлса кайнине асăннă, шыçă чирĕ те вăй илсе пынине пĕлтернĕ. Халăх эрех-сăра патне туртăннине палăртнă. Çак йывăрлăхпа пурин те çине тăрсах кĕрешмеллине каланă. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов çывхарса килекен суйлав пирки аса илнĕ, РФ Патшалăх Думине тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашне депутатсене суйланă чухне кашнин яваплăха туйса ĕçлемеллине асăннă.  Район ертӳçи Валерий Шумилов хăйĕн сăмахĕнче республика ертӳлĕхне муниципалитета аталанма кирлĕ пек пулăшусемпе тивĕçтернĕшĕн ырласа хăварнă. Ларăва пухăннисем умĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «Август» АХО директорĕ Владимир Свешников тухса калаçнă. Вăл «Химик» стадионра футбол вылямалли ятарлă уй хатĕрлес ыйту тавра сăмах пуçарнă, Нурăсри ПТУ пурлăхĕн тухăçлăхĕ пирки те асăннă. Республика Пуçлăхĕ халăха кăсăклантаракан ыйтусем çине хуравланă. Çынсене ытларах çул-йĕр, клуб учрежденийĕсене хута ярасси, сĕт хакĕ тата ытти ыйтусем канăçсĕрлетнĕ. Канашлăва пĕтĕмлетнĕ май, районти ял ĕçченĕсене, хастарлăхпа палăрнисене, патшалăх наградисене парса чысланă. Маттур çамрăксене вара, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине тивĕçлĕ пулнисене, свидетельство парса хавхалантарнă. Республика Пуçлăхĕ вăрнарсене пĕлтĕрхи çула ăнăçлă вĕçленĕшĕн тав тунă, малашне те тухăçлă ĕçлесе пыма хушнă. «Пĕрле тăрăшса ĕçлесен тин кăтартусем лайăх пулĕç. Пĕрлĕхре пирĕн вăй», - тенĕ Михаил Игнатьев. Çак кун районта ĕçлекен çамрăксемпе те «çавра сăтел» мелĕпе тĕл пулса калаçнă Михаил Игнатьев. Паянхи çамрăка кăсăклантаракан ыйтусем пирки сăмах пуçарнă. Вăрнарти вĕренӳ пайĕн пуçлăхĕ Маргарита Тихонова хăйĕн докладĕнче муниципалитетра çамрăксене аталанса пыма, чăннипех те пур условисем те çителĕклĕ пулнине çирĕплетсе каланă. Районта Пăр керменĕ, ача сачĕсем тата ытти социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсем вăй илсе пынине асăннă. Паян çамрăксене пулăшни куçкĕретех, вĕсен çитĕнĕвĕсем те пысăк. Палăртма кăмăллă промышленноç предприятийĕсенче 420 çамрăк вăй хурать. Пухăннисем яш-кĕрĕм питĕ кăсăклă проектсене пурнăçа кĕртсе пынине пĕлтернĕ. Тĕрлĕ грантсене çĕнсе илсе ял хуçалăх пайĕнче курăмлă ĕçсем йĕркелесе янине асăннă. Регион Ертӳçи пуçаруллă яш-кĕрĕме ырланă, яваплăха туйса ĕçленĕшĕн тав тунă. «Эпĕ сирĕншĕн савăнатăп. Хăвăрăн вăя яланах шанăр. Малашне те эпир çамрăксем аталанса пыччĕр тесе тĕрлĕ мерăсем йышăнма тăрăшăпăр», - тенĕ калаçăва пĕтĕмлетсе Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Тĕплĕнрех



17 февраля 2016
18:28
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter