Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пирĕн çĕршывра кадет юхăмĕ яланах пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине, ыттисемшĕн тĕслĕх тесе палăртнă

 Нарăс уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Совет Союзĕн Геройĕ А.В.Кочетов полковник ячĕпе хисепленсе тăракан Шупашкарти Кадет шкулĕнче  савăнăçлă церемонире пулнă.   Паллă мероприятине Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов, республикăн пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен Патшалăх комитечĕн председателĕ Наталья Тимофеева, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» Пĕтĕм Раççейри политика партийĕн Председателĕн Д.А.Медведевăн регионти уйрăмĕн Обществăлла йышăну пӳлĕмĕн ертӳçи – федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрĕн тĕп врачĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Николаев, Таса Татиана Православи чиркĕвĕн протоиерейĕ  Николай Иванов, ветерансем пухăннă.   Мероприятине пуçтарăннисене саламланă май, Михаил Игнатьев пирĕн çĕршывра кадет юхăмĕ яланах пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине, ыттисемшĕн тĕслĕх тесе палăртнă, вĕсем хăйсене шанса панă ĕçе таса тивĕçпе пурнăçланине асăннă. Чăваш Енре те çак ĕç кирлĕ пек шайра пулса пынине, çулран çул кадетсен юхăмĕ анлăн сарăлнине каланă. Çамрăк яш-кĕрĕм патриотизм темине лайăх ăнланни куçкĕретех. «Пĕлтĕрхи вĕренӳ çулĕнче кадетсем 2,5 пин пулнă пулсан, паянхи кун тĕлне республикăра вĕсен шучĕ 3,5 пине çитнĕ», - тесе пĕлтернĕ ырă хыпара регион Пуçлăхĕ. Вĕсене валли республикăра аталанса пыма пур условисем те çителĕклĕ пулнине,  ятарлă корпус та хута янине асăннă. Пуласлăхра кадетсене валли çĕнĕ учреждени çĕклесе лартма палăртса хунă. Ачасене Таса Покровско-Татиана Православи чиркĕвĕн  Николай Иванов протоиерей пилленĕ. «Ан сутăнăр, таса чунпа пурăнма тăрăшăр. Пĕрлĕхре вăй. Хăвăра, Турăна яланах шанса пурăнăр. Паянхи пурнăçра пуян çын мар телейлĕ –Тăван çĕршывшăн усăллă ĕç тăвакан çеç пархатарлă, ăна пехил. Çакна яланах асра тытăр», - тенĕ вăл. Шупашкарти Совет Союзĕн Геройĕ А.В.Кочетов полковник ячĕпе хисепленсе тăракан Кадетсен шкулĕн директорĕ Вячеслав Илюткин саламланă май, шкулăн çитĕнĕвĕсем пирки тĕплĕн чарăнса тăнă, ачасем яланах чыса упрама пĕлнине, тăван халăх ырлăхĕшĕн тăрăшса вĕреннине асăннă. Саламсем çумне ытти хисеплĕ çынсем те хутшăннă. Ашшĕ-амăшĕсен ячĕпе – Людмила Волкова шкул канашĕн председателĕ хăйĕн сăмахĕнче вĕсенчен кашниех хăйсен ачисене çак шкула вĕрентме янăшăн мăнаçланнине пĕлтернĕ. Вĕсем ачасем Раççейĕн хисеплĕ çыннисем пулассине шанаççĕ. Тĕплĕнрех

 



17 февраля 2016
19:37
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter