Йӗпреҫ районӗнче Пӗрлехи информаци кунӗ иртнӗ

Паян Йӗпреҫ районӗнче пӗтӗм республикăри пекех Пӗрлехи информаци кунӗ иртрӗ. Пирӗн района Чăваш Республикин юстици министрӗн ҫумӗ Ирина Семенова, Чăваш Республикин ҫутҫанталăк ресурсӗсемпе экологи министрӗн ҫумӗ Татьяна Иванова, «Хыпар» издательство ҫурчӗн тӗп редакторӗ Михаил Арланов, «Строма» хупă акционерлă общество директорӗ Вячеслав Федоров килсе ҫитрӗҫ. Малтанах Йӗпреҫ район администрацийӗн пуҫлăхӗн Валерий Горбунов кабинетӗнче халăха интереслентерекен ыйтусемпе йышăну иртрӗ.

Ун хыҫҫăн тăватă информаци ушкăнӗ район тăрăх тӗлпулусене тухса кайрӗҫ. Пӗрремӗш ушкăнра Сергей Горбуновпа Ирина Семенова пулчӗҫ. Вӗсем Эйпеҫри вăтам шкулӗнче Эйпеҫ тата Вăтаел ялӗсенче пурăнакан халăхпа тӗл пулчӗҫ, информаци кунӗн тӗп ыйтăвӗсене сӱтсе яврӗҫ, ыйтусем ҫине хуравларӗҫ. Ирина Анатольевна Чăваш Республикин пуҫлăхӗ Михаил Игантьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Ҫыру пирки тӗплӗн каласа пачӗ. Пенси тӗлӗшӗнче 2016 хута кӗнӗ ҫӗнӗлӗхсем пирки Раҫҫейри пенси фончӗн Йӗпреҫ районӗнчи уйрăмӗн пуҫлăхӗ Андрей Иванов хыпарларӗ. 2015 ҫулта Йӗпреҫ районӗнче пушар пулăмĕсемпе епле лару-тăру пулнă пирки Пушарпа ҫăлăнăҫ 28-мӗш номерлӗ пайӗн пуҫлăхӗ Лев Федоров пӗлтерчӗ, халăха пушар хăрушлăхӗн йӗркисене тӗплӗн тытăнса пыма ыйтрӗ.

Иккӗмӗш информаци ушкăнӗнче Чăваш Республикин ҫутҫанталăк ресурсӗсемпе экологи министрӗн ҫумӗ Татьяна Ивановă Йӗпреҫ район администрацийӗн пуҫлăхӗн ҫумӗ, строительствопа обществăллă инфраструктура уйрăмӗн ертӱҫи Владислав Пименов пулчӗҫ, вӗсем Кӗлӗмкасси ял поселени халăхӗпе тата Йӗпреҫ лесничествин ӗҫченӗсемпе тӗл пулчӗҫ, информаци кунӗн ыйтăвӗсене сӱтсе яврӗҫ, ыйтусем ҫине хуравларӗҫ.

Ирҫе Ҫармăс тата Чăваш Ҫармăс ялӗсенче пурăнакансемпе виҫҫӗмӗш информаци ушкăнӗн членӗсем тӗл пулчӗҫ. Ку ушкăнта «Строма» хупă акционерлă общество директорӗ Вячеслав Федоров тата Йӗпреҫ район администрацийӗн пуҫлăхӗн ҫумӗ, ялхуҫалăх пайӗн ертӱҫи Валерий Гаврилов пулчӗҫ.

Тăваттăмӗш информаци ушкăнӗнче «Хыпар» издательство ҫурчӗн тӗп редакторӗ Михаил Арланов тата информаципе социаллă аталанăвӗн пайӗн ертӱҫи Николай Раймов пулчӗҫ. Вӗсем Йӗпреҫ районӗн «Ҫӗнтерӱшӗн» хаҫат редакцийӗн ӗҫченӗсемпе тӗлпулу иртерчӗҫ.

Тӗлпулусем иртнӗ хыҫҫăн информаци ушкăнӗсен членӗсем Йӗпреҫ район администрацийӗн пуҫлăхӗн кабинетӗнче тепӗр хут пуҫтарăнчӗҫ, хуравланă ыйтусене пӗтӗмлетрӗҫ. Тӗплӗнрех



17 февраля 2016
17:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter