Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Улатăр хулинче «Электроавтомат» АУО ĕç-хĕлĕпе паллашнă

Нарăс уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Улатăр хулинче ĕçлĕ визитпа. Кунта вăл «Электроавтомат» АУО ĕç-хĕлĕпе паллашнă. Авиаци техникисем валли тĕрлĕ электроаппаратурăсем хатĕрлессипе предприятинче вăй хураççĕ. Ĕçлĕ тĕлпулусенче унпа пĕрле Чăваш Республикин юстици министрĕ Надежда Прокопьева, Чăваш Республикин экономика министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Инна Антонова, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай ЕФремов, хула ертӳлĕхĕ пулнă.  «Электроавтомат» АУО социаллă пĕлтерĕшлĕ пысăк предприяти шутланать, организацире 920 çын вăй хурать. Предприятийĕн генеральнăй директорĕ Вячеслав Илюхин республика Пуçлăхне производство ĕçĕ пирки каласа кăтартнă, çĕнĕ таварсене калăплассипе йĕркеленĕ мероприятисемпе паллаштарнă.  Вĕсен предприятийĕ строительство пайĕшĕн, ЖКХ тытăмĕшĕн  пысăк пĕлтерĕшлĕ. Кунта пĕтĕмпех хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан хатĕрсене калăплаççĕ. Генеральнăй директор хăйĕн сăмахĕнче пĕлтĕрхи çул вĕсен предприятийĕ тухăçлă ĕçлесе тупăш илнине палăртнă, ĕçлекенсен шалу укçине те куçкĕретех пысăклатма май килнине пĕлтернĕ. Палăртма кăмăллă, ĕçченсем уйăхсерен 23 пин ытла укçа илеççĕ, кăтарту 2014-мĕш çулхипе танлаштарсан 11 процент ӳснĕ.  Михаил Игнатьев завод ĕçне пысăка хакланă, малашлăх пуррине каланă. «Предприятинче пĕтĕмпех хальхи пурнăç таппипе тӳр килекен пысăк технологиллĕ хатĕрсене вырнаçтарнă, завод пĕр тан лайăх аталанса пырать. Çулран çул çĕнелсе пысăкланса пыни те куçкĕретех.  Предприятийĕн таварсен калăпăшĕ ӳссе пырать, чăннипех те курăмлă ĕçлесе пыни никамшăн та вăрттăнлăх мар», - тесе каланă Михаил Игнатьев. Малашне те палăртнă тĕллевсене пурнăçа кĕртме, ĕçлекенсене ырлăх-сывлăх, ăнăçусем суннă. Тĕплĕнрех

 



18 февраля 2016
11:19
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter