Михаил Игнатьев Правительство çуртĕнче Раççейри студентсен отрячĕсен кунне халалласа Чăваш Енри çамрăк яш-кĕрĕмсен ĕç юхăмĕн членĕсемпе «çавра сĕтел» мелĕпе тĕплĕ калаçу ирттернĕ

 Нарăс уйăхĕн 17-мĕшĕнче Михаил Игнатьев Правительство çуртĕнче Раççейри студентсен отрячĕсен кунне халалласа Чăваш Енри çамрăк яш-кĕрĕмсен ĕç юхăмĕн членĕсемпе «çавра сĕтел» мелĕпе тĕплĕ калаçу ирттернĕ. Паллă пулăма Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов хутшăннă. Тĕлпулу вăхăтĕнче студентсен отрячĕсен членĕсем хăйсен кулленхи ĕçĕ пирки регион Пуçлăхне каласа кăтартнă, палăртнă плансемпе паллаштарнă. «Студентсен отрячĕсенче вăй хуракансем кашниех хăйне евĕр паттăрсем, Тăван çĕршыва, тус-юлташа, çывăх çынсене  парăннă хастарсем», - тесе каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Раççей студенчĕсен отрячĕсене республикăра ирттерекен пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятисене хутшăнма, Шупашкар, Республика кунĕсенче тата ытти уявсенче хăйсемпе паллаштарма сĕннĕ. Атăлçи федераци округĕнчи çамрăксен обществăлла организацийĕн комиссарĕ Елена Наумова хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Енĕн РСО регионти уйрăмĕн çитĕнĕвĕсем пирки тĕплĕн чарăнса тăнă. Республикăри çамрăк студентсен обществăлла организацийĕн ертӳçи Дмитрий Ефимов юлашки пилĕк çул хушши Атăлçи федераци округĕнче регионти ушкăн хисеплĕ вырăн йышăнса пынине асăннă. Паянхи студентсем тĕрлĕ енлĕн аталанса пынине, строительство, ял хуçалăх, педагогика ĕç-хĕлĕнче вăй хунине каланă, пĕтĕмпе регионта паянхи куна 9 штаб ĕçленине пĕлтернĕ. Тĕрлĕ акцисене хутшăннине, уйрăмах пĕр кун тĕплĕн вăй хурар мероприятине хутшăнса Пĕтĕм Раççейри студентсен отрячĕсем 2 млн. ытла укçа-тенкĕ пухнине, çак пулăшăва ветерансен хваттерĕсенче юсама тăкакланнине асăннă. Чăваш Енри студентсен отрячĕсем 50 пин тенкĕ пуçтарнă. Пĕтĕмпех çак укçана Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене витĕм кӳнине пĕлтернĕ. «Чăннипех те савăнтарать, отрядсене çĕнĕрен те çĕнĕ яш-кĕрĕм килни. Çулла шăпах та çу уйăхĕнче ĕçлев тапхăрĕ пуçланать», - тесе каланă Дмитрий Ефимов. Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов регионта техникумсенче çамрăксене тарăн пĕлӳ пама, вĕсене малашнехи пурнăçра тĕрĕс çул-йĕр шыраса илме пур условисем те йĕркеленине палăртнă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çамрăксене валли регионта сахал мар ĕç кĕтнине, ял хуçалăх пайĕнче те çул-йĕр строительствинче те тĕрлĕ майсем пуррине асăннă, çамрăксем яланах ĕçре хастар тенĕ.  Строительство объекчĕсенче çамрăксем вăй хуни пирки республикăри çамрăксен пуçарăвĕн центрĕн директорĕ Юля Аланова тĕплĕн каласа хăварнă. «Эпир çамрăксене яланах пулăшу кӳме тăрăшатпăр. Вĕсем пирĕн пуласлăх. Çитĕнекен çамрăк ăрăва пысăк технологиллĕ ĕç вырăнĕсемпе, ĕç укçин шайĕ те кирлĕ пек шайра пулса пытăр тесе ĕçлетпĕр. Пуласлăхра республикăн экономика пайне 250 млрд. тенкĕлĕх инвестици явăçтарма шутлатпăр. Палăртма кăмăллă, çулсерен 5 çĕнĕ производство хута каять», - тесе ырă хыпарсене пĕлтернĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  Чăваш Республикинче çамрăк студентсен юхăмне аталантарас ĕçре пысăк витĕм кӳнĕшĕн, регионти обществăлла организацийĕн ертӳçине Дмитрий Ефимова Тав çырăвне парса хавхалантарнă. РСО членĕсене пултаруллă ĕçсемшĕн, ятарлă стипендине тивĕçнисене, свидетельство парса чысланă. «Эпир сире шанатпăр. Эсир хăвăра ырă енчен кăтартса пама пултартăр. Тăрăшса ĕçлеме пĕлетĕр, сирĕн çитĕнĕвĕрсем те куçкĕретех», - тесе пĕтĕмлетсе каланă Михаил Игнатьев.Тĕплĕнрех



18 февраля 2016
09:03
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter