Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Улатăр хула ертӳлĕхĕпе тĕл пулнă

 

Глава Чувашии Михаил Игнатьев провел рабочую встречу с руководством города Алатыря
Фото Бориса Филатова


Нарăс уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Улатăр хула пуçлăхĕпе – вырăнти депутатсен Пухăвĕн Председателĕпе Николай Зайкинпа тата Улатăр хула администрацийĕн ертӳçипе Александр Седовпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Калаçу вăхăтĕнче пуçлăхсем строительство енĕпе çыхăннă ыйтусене, çынсене авариллĕ çуртсенчен хăтарса, лайăх хваттерсемпе тивĕçтерес программăна пурнăçласси пирки сăмах пуçарнă. Александр Седов хăйĕн сăмахĕнче 2015-мĕш çулта пĕтĕмпе мĕнпур çăлкуçсенчен пухăннă укçа-тенкĕпе 8 пин тăваткал метр çурт-йĕр хута янине пĕлтернĕ. Кăтарту, паллах аванах мар, 2014-мĕш çулхипе танлаштарсан 3 пин тăваткал метр сахалрах пулни сисĕнет. Муниципалитет кăçал вара 162 çемьене пурăнма юрăхсăра тухнă хваттерсенчен куçарма тĕллев лартнă, палăртнă тăрăх, 6,3 пин тăваткал метр çурт-йĕр çĕклесе лартасшăн, 2015-мĕш çулхипе илес пулсан 2 хут нумайрах. Михаил Игнатьев строительство пайĕнче çурт-йĕрсем сахал хăпартнăшăн пăшăрханнă, ыйтăва республика ертӳлĕхĕ çирĕп тĕрĕслевре тытса тăнине пĕлтернĕ. «Енчен те çамрăксем тăван кĕтесрех пурăнччĕр тесен, вĕсене çурт-йĕрпе тивĕçтермелле. Патшалăх программисемпе тухăçлă ĕçлемелле, вĕсене вăхăтра кĕртсе пырассишĕн кашнин тăрăшмалла», - тесе çирĕпĕн асăрхаттарнă Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Администраци пуçлăхĕ 2015-мĕш çулта муниципалитет бюджетне 517,2 млн. тенкĕ тупăш кĕнине асăннă, харпăрхăй тупăшĕ вара 157,2 млн. тенкĕ пулнине пĕлтернĕ. Кăтарту, каллех лайăхах мар, 2014-мĕш çулхипе илес пулсан 2,4 процент чухлĕ пĕчĕкленнĕ. Йывăрлăх - социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене вăхăтра татса пама хирĕçлет. Республика Пуçлăхĕ ытларах муниципалитетăн пурлăхĕсемпе -çĕрпе эффективлă усă курма чĕнсе каланă, шăпах та вăл бюджета çăмăллăх кӳрессине асăннă.



18 февраля 2016
11:46
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter