Республикăри террора хирĕç кĕрешекен комиссийĕн ларăвĕ иртнĕ

Нарăс уйăхĕн 19-мĕшĕнче республикăри террора хирĕç кĕрешекен комиссийĕн ларăвĕ иртнĕ. Палăртнă мероприятине Чăваш Ен  Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Раççей ФСБ Чăваш Енри Управленийĕн пуçлăхĕ Сергей Софронов тата ытти официаллă çынсем хутшăннă. Комисси ĕçне пухăннисем Канаш районĕпе Канаш хулинчи террора хирĕç кĕрешекен комиссийĕн ĕç кăтартăвĕсене тишкернĕ.  Муниципалитет пĕрлешĕвĕсен ертӳçисем хăйсен доклачĕсенче террора хирĕç кĕрешессипе йĕркелесе ирттернĕ профилактика мероприятийĕсем пирки чарăнса тăнă, халăх йышлă пухăнакан вырăнсенче право йĕркине сыхă тăракансем яланах хатĕр пулнине палăртса хăварнă.  Комиссине пухăннисем хулапа районта та çӳлерех асăннă ыйтупа лару-тăру лайăх пулнине палăртнă, муниципалитетсенчи социаллă пĕлтерĕшлĕ учрежденисенче ĕçсене кирлĕ пек шайра йĕркелесе пынине асăннă.  Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Канаш хулине стратегиллĕ пулнине каланă, чукун çул пур хуласемпе районсене те пĕрлештерсе тăракан узел пулнине асăннă. «Тимлĕхе куçран вĕçертме юрамасть. Вокзалсенче тата ытти халăх йышлăн пухăнакан объектсенче уйрăмах асăрхануллă пулмалла, яланах ыйтăва çирĕп тĕрĕслевре тытмалла», - тесе каланă Михаил Игнатьев хула тата район администрацийĕсен ертӳçисене. Ку хутĕнче пухăннисем транспорт инфратытăмĕпе çыхăннă объектсенчи лару-тăру пирки те сăмах хускатнă, ĕçлекенсен хăйсене шанса панă ĕçе кирлĕ пек шайра йĕркелесе пымаллине уйрăммăн палăртнă, ячĕшĕн çеç мероприятисене йĕркелеме юраманнине асăрхаттарнă. Террора хирĕç кĕрешекен комисси членсем кăçалхи çул валли йышăннă плана пăхса тухнă, çывхарса килекен арçынсен, хĕрарăмсен  уявĕсенче, Тăван çĕршыв хӳтĕлевçин тата Пĕтĕм тĕнчери Хĕрарăмсен  кунĕсенче пурне те хăрушсăрлăх ыйтăвĕсем çине пысăк тимлĕх уйăрма чĕнсе каланă. «Халăха хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси – патшалăх политикин приоритетлă ыйтăвĕ», - тесе уçăмлăн каланă ларăва пĕтĕмлетнĕ май Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Тĕплĕнрех



19 февраля 2016
13:50
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter