Чăваш Республикин Пуçлăхĕ ĕçлĕ визитпа Шăмăршă районĕнче пулнă, район депутачĕсен анлă ларăвне хутшăннă, муниципалитетăн пĕлтĕрхи çулăн экономикăпа социаллă пурнăç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ ĕçе хутшăннă

 Нарăс уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ ĕçлĕ визитпа Шăмăршă районĕнче пулнă, район депутачĕсен анлă ларăвне хутшăннă, муниципалитетăн пĕлтĕрхи çулăн экономикăпа социаллă пурнăç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ, 2016-мĕш çул валли тĕллевсене палăртнă.  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ пурне те ĕçре пĕр-пĕринпе уçăмлă калаçма, йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене пĕрле сӳтсе явма чĕнсе каланă. Шăмăршă район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтупа тухса калаçнă. Экономика енчен çăмăлах мар лару-тăру вăхăтĕнче те Шăмăршă районĕнче ЖКХ тытăмĕ лайăх аталаннине, социаллă сферăри учрежденисем ăнăçлă ĕçлесе пынине, промышленноç, ял хуçалăх, суту-илӳ пайĕсем вăй илсе пынине пĕлтернĕ. Кăтартусене уйрăммăн илес пулсан, производство калăпăшĕ ӳсни, вак тата вăтам предпринимательлĕх аталанни, халăхăн ĕç укçин шайĕ хăпарни, ĕçсĕррисен хисепĕ чакни куçкĕретех. Шăмăршă районĕн пĕрлештернĕ бюджечĕ 2015-мĕш çулта 247,9 млн. танлашнă, 2014-мĕш çулхипе пăхас пулсан 107,6 процент. Бюджетăн тăкаксен пайĕ 246,1 млн. тенкĕ, 2016-мĕш çул валли тăкаксен пайне вара 209,9 млн.тенкĕ палăртса хунă. Пĕлтĕрхи çул районта инвестици проекчĕсене ăнăçлă пурнăçланă, ытларах ял хуçалăх пайĕнче çитĕнӳсем пурри сисĕнет. Патшалăх енчен пулăшăва харпăрхăй хуçалăхне аталанса пыма  2015-мĕш çулта 114,7 млн. тенкĕ илнĕ, пĕтĕмпе 420 хуçалăх патшалăх пулăшăвне илсе ыр курнă. «Патшалăх тивĕçтерекен пулăшу ӳссех пырать, эпир ăна туятпăр. Пирĕн тата та лайăхрах ĕçлеме тăрăшмалла. Кризис тапхăрĕнче ял хуçалăх тавар калăпăшне ӳстерсе пырассишĕн тăрăшмалла. Пахча-çимĕç, çĕр улмине ытларах лартса çитĕнтерессишĕн вăй хумалла», - тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Владимир Денисов. Палăртма кăмăллă, ӳсен-тăран акса çитĕнтермелли çĕр лаптăкĕсене те анлăлатса сарса пыни паха, кăтартăва 19 775 га çитерме тĕллев лартнă. Çуркуннехи тапхăрпа иртекен уй-хир ĕçĕсене вăхăтра йĕркелесе пыни çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вăрлăха пĕтĕмпех хатĕрленĕ, çĕрулми çĕнĕ вăрлăхне 40 тонна туянма палăртса хунă. Халăх тĕрĕслевĕ хыççăн, муниципалитетра усă курăнман 52 çĕр лаптăкне тупнă. 2015-мĕш çулта муниципалитетра 13003 тăваткал метр çурт-йĕр хута янă, плана пĕтĕмпех тултарнă. Пурăнма юрăхсăра тухнă авариллĕ çуртсенчен çынсене хăтлă хваттерсене куçарас патшалăх программи те ăнăçлă пурнăçланнă. Пĕлтĕр 101 çынна хваттерпе тивĕçтернĕ. Палăртнă муниципалитетра нумай хваттерлĕ  42 çурт.  Вĕсене тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркелесе ирттерме халăхран 53,5 процент çеç укçа-тенкĕ пухăннă. Михаил Игнатьев кăтартăва 100 процента çитерме хушнă. «Пуçтарнă укçа-тенкĕне хăвăрăн çуртсене тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркелеме пĕтĕмпех тăкаклаççĕ. Хăй вăхăтĕнче сире патшалăх çурт-йĕр лартса панă, вăхăт иртнĕ çемĕн эсир вĕсене приватизациленĕ. Халĕ вара каллех такам юсав ĕçĕсене ирттерсе парасса кĕтсе ларатăр. Кун пек шанса пурăнмалла мар. Енчен те пурлăха хăвăр çине илнĕ пулсан, яваплăх пулмалла. Укçана та вăхăтра юсав ĕçĕсене йĕркелеме куçарса памалла», - тесе çирĕп асăрхаттарнă Михаил Игнатьев.  Енчен те хваттер хуçисем хăйсен пайне вăхăтра пухса парсан, вĕсен çурчĕсене маларах та юсав ĕçĕсене йĕркелесе ирттерме шанăç пуррине ырă хыпар пирки пĕлтернĕ Михаил Игнатьев. Паянхи вăхăт, çĕнĕлле ĕçлесе пыма хистет. Пирĕн пурин те активлă пулмалла, çамрăксене яла явăçтарасси çине те пысăк тимлĕх уйăрмалла. Ăнсăртран мар, кăçал Ĕç çыннин çулталăкĕ тесе йышăнса хăварнă. Тата тепĕр çитĕнӳ пирки те чарăнса тăмалла, пĕлтĕрхи çул  муниципалитетра çула çитмен çамрăксем йĕркене пăснă тĕслĕхсен шучĕ чакни паха. Туризма аталантарма çине тăрса ĕçлени куçкĕретех. «Чăваш Вăрманĕ» наци паркне халăх кулленех çӳрет. Çынсем ырă кăмăлпа çак вăрман пирки сăмахлаççĕ. Калас пулсан, пĕлтĕр пĕтĕмпе чăваш вăрманне 238 ушкăн килсе курнă, 2014-мĕш çулхипе танлаштарсан 29 процент пысăкрах, ют çĕршывсенчен те курма килекенсен шучĕ пысăк пулни пурне те хавхалантарать. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче регионта «Этническая Чувашия», «Ясна» проектсем пурнăçа кĕрсе пынине палăртнă. «Доллар ӳснине кура, паянхи пурнăç таппишĕн пирĕн тăрăхри туризм пурне те кăсăклантарать. Çынсем валли экологи енчен паха çимĕç, тавралăх тирпейлĕхĕ пурне те илĕртет», - тесе пĕлтернĕ Михаил Игнатьев.  Ларура пухăннисем демографи ыйтăвĕ пирки те чарăнса тăнă. Муниципалитетра халăх пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайни пăшăрхантарать. «Эпир ĕçлекен çынсенчен уйрăлатпăр. Ача-пăчасем ашшĕ-амăшĕнчен тăлăха юлаççĕ. Кун пирки пурин те тĕплĕн шухăшламалла, сăлтавсене тупса кирлĕ пек мерăсем пăхса хăварассишĕн тăрăшмалла», - тенĕ регион Ертӳçи. Яланхиллех ларура республикăри ĕç тăвакан влаç органĕсен представителĕсем тухса калаçнă. Шăмăршă районне çирĕплетнĕ информаци ушкăнĕн ертӳçи – Чăваш Республикин çул-йĕрпе транспорт хуçалăхĕн министрĕ Владимир Доброхотов хăйĕн докладĕнче районта 39 ял пулнине асăннă, вĕсенчен 29-шĕнче çулсене тирпейлемеллине каланă. Чăваш Республикин экономика министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Инна Антонова район ыттисем хушшинче социаллă пурнăç тата экономика аталанăвĕ енчен мĕнлерех аталанса пынипе паллаштарнă, республикăра палăртнă муниципалитет 5-мĕш вырăнта тăнине асăннă. 2010-мĕш çулта районта бизнес-инкубатор хута янă, анчах та вăл тухăçлă ĕçлеменнине, пĕтĕмпе те çак центрта 4 пĕчĕк тата вăтам предприяти вырнаçнине палăртнă. Нумай фунциллĕ центр мелĕпе Шăмăршăра пурăнакансенчен 60 проценчĕ патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕпе усă курать. Чăваш Республикин финанс министрĕн çумĕ Фарида Муратова финанс енĕпе çыхăннă ыйтусем пирки чарăнса тăнă. Район ытти муниципалитетсемпе танлаштарсан налук пухассипе 16-мĕш вырăн йышăнать. Республика енчен пулăшу сахал мар куçнине, ăна кура социаллă ыйтусене пĕтĕмпех татса панине каласа хăварнă министр çумĕ. Çав-çавах ку палăртнă районта та халăх шалу укçине конвертпа илни сисĕнет. Предприятисемпе организацисен ертӳçисем çынсене суя ĕç хучĕпе ĕç укçине тивĕçтерни пăшăрхантарать.  «Паян эпир ĕçлеменнисемшĕн страховани взносне тӳлесе нумай тăкакланатпăр. Малашлăхра вара çак çынсем йывăрлăха та кĕрсе ӳкĕç. Вĕсене ăнсăртран сиксе тухнă чире васкавлă сирсе яма çеç тухтăрсем тӳлевсăр пулăшĕç, вăраха кайнисен чирĕсене сиплеме халăхăн хăй укçине тăкаклама тивĕ. Ку,шăпах та вара ун чухне пурне те шухăша ярĕ», - тесе палăртса каланă Михаил Игнатьев. 2015-2016-мĕш çулсенче патшалăх тата муниципалитетсенче ĕçлекенсен шутне 10 процента çити чакарма палăртнă. Çав вăхăтрах Шăмăршă районĕнче 2014-мĕш çулта муниципалитет служащийĕ пулса 80 çын вăй хунă пулсан, 2015-мĕш çулта вĕсен йышĕ 89 çитнĕ. Кун пирки шухăшламалла, тăкаксен пайне чакармалла тесе çирĕп асăрхаттарнă министр çумĕ Фарида Муратова. Шăмăршă халăхĕ умĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Олег Мешков тухса калаçнă. Лару ĕçне пĕтĕмлетнĕ май, Михаил Игнатьев паянхи пурнăç таппишĕн приоритетлă ыйту – халăха пысăк технологиллĕ ĕç вырăнĕпе тивĕçтересси патшалăх политикин тĕп ыйтăвĕ пулса тăнине асăннă. «Пуласлăхра республика экономикине 250 млрд. тенкĕ инвестици хывма палăртнă. Аслă шкулсенче вĕренсе тухакансем ĕçе вырнаçаççĕ, шалу укçин виçи те вĕсен республикăн вăтам кăтартăвĕнчен самай пысăк пулни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Регионта электротехника кластерĕ вăйлă аталанса пырать. Тата çакна та палăртас пулать, республикăра агропромышленноç комплексĕн пайне пысăк тимлĕх уйăраççĕ, 3 млрд. тенкĕрен кая мар пулăшу уйăрасси те паллă. Кăçалхи çул Раççей Федерацийĕн Правительстви хушăвĕпе килĕшӳллĕн республикăра выльăх-чĕрлĕх  фермисене реконструкцилеме илнĕ кредитсен проценчĕсене каялла тавăрса пама субсиди мелĕпе  64 млн. тенкĕлĕх пулăшу куçарнă, ӳсен-тăран пайне вăйлатма илнĕ инвестициллĕ проектсене пурнăçа кĕртме туяннă кредитсен проценчĕсене каялла тавăрма 125 млн. яхăн пулăшу куçнă. Кунсăр пуçне аш-какай валли çитĕнтерекен выльăх-чĕрлĕх самăртма Чăваш Ене 217 млн. куçарма та палăртса хунă.

«Пирĕн ӳссе пыма пур май та çителĕклĕ. Аграри пайĕнче тăрăшакансем валли условисене хатĕрлесе çитернĕ. Пурин те тӳрĕ кăмăлпа çеç ĕçлемелле. Кăтартусем ун чухне куçкĕретех ӳссе пырĕç», - тенĕ Михаил Игнатьев. Тата тепĕр пысăк пулăшу пирки те асăнса хăвармалла. Патшалăх вак тата вăтам предпринимательлĕхе аталанса пыма пулăшу кулленех уйăрать. Кредитсем илнĕ чухне те çав тери пысăк çăмăллăхсем пулни предпринимательсене ĕçлеме хавхалантарать. Правительство хăй çине илнĕ пур яваплăха та туллин пурнăçлать. Социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене вăхăтра татса парать. Халăх ыйтăвне çийĕнчех пăхса тухса тивĕçлĕ майпа пурнăçлать», - тесе пĕлтернĕ регион Ертӳçи Михаил Игнатьев. Паянхи пурнăçра республикăра коррупцине хирĕç кĕрешес ĕç те çӳллĕ шайра пулса пырать. Шăмăршă тăрăхĕнче пурăнакансене таса чунпа тăрăшса ĕçленĕшĕн республика Пуçлăхĕ тав тунă. «Тăван тавралăха, Тăван çĕршыва яланах юратăр. Чăн-чăн патриотсем пулăр. Çынна ырăпа пулăшни, каялла хăвăр патăра ырăпа таврăнать. Малашне те пĕрле тăрăшса ĕçлеме тĕллев лартăпăр», - тенĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Çак кун «çавра сĕтел» мелĕпе муниципалитетри чи ăста фермерсемпе тĕл пулса калаçнă. Калаçăва пухăннисем хăйсем пирки каласа кăтартнă. Владимир Митрофанов Чукал ял поселенийĕнче пурăнать, çамрăк фермерсене патшалăх тивĕçтерекен пулăшусем пирки сăмах пуçарнă. «Эпир ялта пурăнакансем çав тери республика Правительстви пысăк тимлĕх уйăрнăшăн хĕпĕртетпĕр. 2016-мĕш çула Ĕç çыннин çулталăкĕ тесе йышăннă ырă хыпара илтсен те савăнтăмăр. Ял хуçалăхĕнче тăрăшакансене аталанса пыма патшалăх уйăракан пулăшăва туятпăр, ялта пурăнма пур услови те çителĕклĕ, пĕр сăмахпа каласан чун савăнать», - тенĕ ял ĕçченĕсем. «Эпир çемьепе ферма тытса пыратпăр. Сăвăнакан ĕнесен шутне çитес 2 çулта 200 пуçа çитерме палăртса хунă», - тесе ырă хыпара та асăнса хăварнă Карапай-Шăмăршă ял поселенийĕнче пурăнакан Олег Хлюкин. Пухăннисем тĕрлĕ ыйтусене сӳтсе явнă, кашнинпех тивĕçлĕ хуравсем илнĕ. Тĕплĕнрех



19 февраля 2016
20:28
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter