Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шăмăршă район ертӳлĕхĕпе ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

 

Глава Чувашии провел рабочую встречу с руководством Шемуршинского района
Фото Бориса Филатова


Нарăс уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шăмăршă тăрăхĕнче ĕçлĕ çулçӳревре пулнă май, район пуçлăхĕпе – Шăмăршă депутачĕсен Пухăвĕн председателĕпе Менир Хамдеевпа тата район администрацийĕн ертӳçипе Владимир Денисовпа тĕл пулнă, муниципалитет бюджечĕн тупăш пайĕ, ял хуçалăхне аталантарасси, вак тата вăтам предпринимательлĕхе пулăшу кӳресси, çурт-йĕр ыйтăвĕсене сӳтсе явнă. Шăмăршă район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов пĕлтĕр район бюджечĕн тупăш пайĕ 247,9 млн тенкĕ пулнине, харпăрхăй енчен пухăнакан укçа-тенкĕ 42,7 млн. тенкĕпе танлашнине пĕлтернĕ. Муниципалитета уйрăм предприятисемпе организацисем парăма кĕнине асăннă. Чи пысăк укçа тӳлеменнисем: «Мир» АХО – 283,7 пин тенкĕ парса татман, «Колос» агрофирма – 1 млн.200 пин, «Старко» фирмăн парăмĕ вара 300 пин пухăнса кайнă. «Парăмсене тавăрассипе çивĕч ĕçлемелле. Вырăнти бюджет тупăшне тултарассишĕн муниципалитет пурлăхĕпе эффективлă усă курмалла», - тесе асăрхаттарнă Михаил Игнатьев. Калаçу вăхăтĕнче çуркуннехи уй-хир ĕçĕсем пирки те сăмах пуçарнă. Владимир Денисов муниципалитет çуркуннехи ял-хуçалăх ĕçне хатĕр пулнине пĕлтернĕ, паха вăрлăх 85 тонна туянма палăртса хунине, çĕр-улмине 40 тонн. çĕнетме йышăннине каланă. «Топлива, удобрени, ятарлă ял хуçалăх техникине те  хуçалăхсене илсе килме пуçлăпăр», - тесе шантарса каланă вырăнти ертӳçĕ. Муниципалитетăн усă курман çĕр лаптăкĕсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе инвесторсене явăçтарнине пĕлтернĕ. «Район лайăх аталанса пытăр тесессĕн, çамрăксене пысăк технологиллĕ ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтермелле», - тесе каланă Михаил Игнатьев.



19 февраля 2016
15:27
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter